И.Соловьева
Çуллахи каникул кунĕсенче вĕренекенсем çул çинче, транспортра е чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине манма пуçлаççĕ. Çак йĕркесене аса илтерес тесе тата ачасен хăрушсăрлăх уйăхлăхне хутшăнса 7-мĕш «в» тата 7-мĕш «а» классемпе районти шалти ĕçсен пайĕнче экскурсире пултăмăр. Çав кун вĕренекенсем çĕннине, интереслине нумай пĕлчĕç. «Чрезвычайные ситуации», «ДТП на дорогах» стендсемпе кăсăкланса паллашрĕç. ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Райков инспекторсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, çул-йĕр çине тухсан хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарчĕ, хăш-пĕр правилăсене аса илтерчĕ.
Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор Надежда Индюкова ачасем право тĕлĕшпе час-часах тăвакан йăнăшсем çинчен каласа пачĕ. Экскурси вĕренекенсемшĕн питĕ усăллă пулчĕ.