Шкул ачисем

 

02.10.2010 
"Каçал Ен"

   Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн учителĕсемпе вĕренекенĕсем социаллă нумай проекта хутшăнаççĕ. Акă нумаях пулмасть вĕсем шкул сăн-сăпатне улăштарас енĕпе проектсем пурнăçа кĕртрĕç. Иккĕмĕш хутри коридора 10-мĕш «б» класс ачисем (класс руководителĕ Е.С.Свинина) «Думать по-зеленому» проект тăрăх илемлетрĕç. Актовăй зал патĕнчи коридора «Украсим школу своими руками» проект тăрăх Н.И.Воробьева, И.А.Соловьева, Р.В.Творогова, Н.В.Игнатьева хитрелетрĕç. Л.Н.Глинкина, Г.А.Белкова, Е.Н. Сереброва учительсем «Красота своими руками» проекта хатĕрлерĕç. Ун тăрăх вĕсен пысăк ĕç тумалла — 301 номерлĕ кабинет сăн-сăпатне улăштармалла. Виççĕмĕш хутри коридорта В.Г.Гордеев, С.А.Жукова, А.В.Прокопьева, З.Г.Чернова, А.Г.Терентьева, Н.Н.Тихонова тăрăшĕç. С.И.Афкипе Г.Н.Миронов педагогсем «Мы за уютную школу» проектпа ĕçлĕç.

Автор - Н.Воробьева.