«Ачасен çыравĕ» иртрĕ

02.10.2010 
"Каçал Ен"

И.Соловьева.


Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 7-мĕш «б» класра вĕренекенсем иртнĕ кунсенче «Çамрăк çыравçă» акци йĕркелерĕç. Унта уйрăмах Ирина Тимофеева, Леонид Мальчиков, Александр Соловьев, Любовь Галкина, Екатерина Долгова, Анастасия Матвеева, Николай Петров, Александр Кунин палăрчĕç. 2-мĕш «б» класс (руководителĕ — Л.Г.Галкина) ачисем те акцие хастар хутшăнчĕç.