Улшăнусем пур

Информатика тата информаципе коммуникаци технологи предмечĕпе 2012 çулхи Пĕтĕмĕшле пĕлÿ экзаменĕсене улшăнусем кĕртнĕ. Малашне вариантсенче ĕçсем 1-мĕш пайĕнче чакнă (18-тан 14 юлнă), 2-мĕшĕнче ÿснĕ (10-ран 14-а çитнĕ). Çапла вара шкул пĕтерекенсен А6, А8, А14, В3, В4, В7, В9, В11, В13, С3 пунктсенчи задачăсем çине те хуравсем памалла пулĕ.

Çитес ППЭре асăннă предметсенче «Элементы теории алгоритмов», «Моделирование и компьютерный эксперимент» пайсенче заданисем ытларах, «Системы счисления», «Основы логики» пайсенче вара сахалтарах пулĕç.

Тата тепĕр çĕнĕлĕх те пур. Хăш-пĕр ĕçсенче Бейсик чĕлхе версийĕ вырăнне Visual Basic усă курĕç. 2012 çулта асăннă предметпа ППЭре компьютерпа усă курмĕç.

учитель информатики МБОУ "Комсомольская СОШ №1" Родионов Петр Васильевич