Республикăри физика тата математика урокĕсен фестивалĕнче

15-17 мартра республикăри физика учителĕсем  Пăрачкав районĕнчи Анастас вăтам шкулĕнче XXIII - мĕш фестивале пуçтарăнчĕç. Фестиваль программи питĕ анлă та кăткăс пулчĕ. Çакăнта  1-мĕш вăтам шкулăн физика учителĕ В.Н.Петров хутшăнчĕ. Вăл унта хăйен пултарулăхне кăтартса «Звук и национальные музыкальные инструменты» ятлă уçă урок парса диплом илме тивĕçлĕ   пулчĕ. «Конкурс методических разработок учителей физики и математики» номинацире  вăл II-мĕш степенлĕ диплом çĕнсе илчĕ. Вăл тата методика хатĕрсен конкурсĕнче диплом илме тивĕçнĕ.

    Эпир Вениамин Николаевича пысăк ÿсĕмсем тунă ятпа саламлатпăр, ĕçре тата та хастар пулма сунатпăр.