Шăнкăрав çĕнĕ вĕренÿ çулне йыхравларĕ

05.09.2012
"Каçал Ен"
М.Илларионова.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсен алăкĕсем яри уçăлчĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче çак кун пĕрремĕш хут парта хушшине 59 ача ларчĕ. Вĕсем валли çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче савăнăçлă самант сахал мар пуласса шанас килет.

Савăнăçлă мероприятие шкулта пĕлÿ пухакансем Карина Долговăпа Сергей Горобец уçрĕç. Ун хыççăн вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне, педагогика коллективне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламласа шкул директорĕ Светлана Михайлова сăмах каларĕ. Каярахпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов сăмах илчĕ. «Сире пурне те çирĕп сывлăх, лайăххи патне ăнтăлма ăнăçу сунатăп»,— терĕ Петр Степанович пурне те саламласа.

Çавăн пекех Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров, шкулти управлени совечĕн председателĕн çумĕ Ирина Гришина тата ыттисем те пурне те вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕç, 9-мĕш тата 11-мĕш классенче вĕренекенсене экзаменсене ăнăçлă тытма сунчĕç.

Малалла шкул директорĕн çумĕ Елена Свинина иртнĕ вĕренÿ çулĕнче «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынисене Мухтав хучĕсемпе наградăларĕ.

Хаваслă линейка пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансемшĕн чăн-чăн экзамен пекех пулчĕ. Вĕсем пĕрин хыççăн тепри пухăннисем умне тухса сăвăсем вуларĕç, лайăх паллăсемпе кăна вĕренме, яланах маттуррисен шутĕнче пулма шантарчĕç.

Ун хыççăн вĕренекенсем пухăннисене юрă-ташă парнелерĕç, вĕсен кăмăл-туйăмĕсене çĕклерĕç. Янăравлă сасăллă шăнкăрав пурне те уроксене йыхравларĕ.

Линейка хыççăн классенче çемье урокĕсем ирттерчĕç. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш классене каякансене учебниксемпе укçасăрах тивĕçтерчĕç.

Августри конференцинче район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ пĕр çамрăк специалист та ĕçлеме килменни çинчен пăшăрханса пĕлтернĕччĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче историпе обществознани предмечĕсемпе кăçал кăна алла диплом илнĕ Ирина Арбузова вĕрентме пуçланине каларĕç.

Унсăр пуçне кăçал шкулта кабинетсем ачасене çĕнĕ сăн-сăпатпа кĕтсе илчĕç.

— Питĕ пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр,— терĕ шкул директорĕ. — Ашшĕ-амăшне пысăк тав сăмахĕ калас килет. Чылай ĕçе вĕрентекенсемпе шăпах вĕсем пулăшнипе пурнăçланă.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче çак кун парта хушшине 336 ача ларчĕ, вĕсенчен 36-шĕ — пĕрремĕш хут.

Савăнăçлă уявра шкул директорĕ Геннадий Длинов, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн сектор заведующийĕ Любовь Пушкина, шкулти управлени совечĕн председателĕ Валентина Сорокина, районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕ Сергей Кокорев тата ыттисем те сăмах каларĕç, вĕренÿре ăнăçу сунчĕç.

Парта хушшине шăнкăравпа янратса чĕнме Роман Воробьевпа (11-мĕш класс) Елизавета Дряблова (1-мĕш класс) тивĕçрĕç.

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче парта хушшине ларакан ачасене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев килнĕ. Вăл учительсен коллективне ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума, ачасене — вĕренÿре ăнăçусем, ашшĕ-амăшне чăтăмлăх суннă.

Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи пĕрремĕш линейкăна шкул директорĕ Сергей Лукиянов уçнă. Пухăннисене ăнăçу сунса район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн аслă методисчĕ Алексей Яковлев, Чĕчкен ял поселенийĕн аслă специалисчĕ Людмила Григорьева тата вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ ăшă сăмахсем каланă. Шкулта кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине 6 ача ларнă.

Хирти Явăш пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче Пĕлÿ кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Чи малтанах шкул директорĕ Николай Ильин сăмах илнĕ, пурне те ăнăçу суннă. Çавăн пекех пухăннисене саламласа Элпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев, район администрацийĕн ертсе пыракан специалист эксперчĕ Новелла Розова, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Раиса Петровăпа Анатолий Агафонов, ял поселенийĕн ветеранĕсен совечĕн председателĕ Евтихий Иванов сăмах каланă.

Кăçал пĕрремĕш хут шкул алăкне уçакан 5 ача «Дружба» ЯХПКн председателĕн Ремис Мансуровăн парнисене тивĕçнĕ.