Пур енĕпе те тĕслĕх

"Каçал Ен"

 

М.Илларионова.

Карина Долгова Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренет. Класран класа «пиллĕк» паллăсемпе кăна куçса пырать хĕр ача.

Каринăн ырă енĕсене палăртса та пĕтерес çук: тирпейлĕ, ĕçчен, йĕркене пăхăнакан, ыттисене те ырă тĕслĕх кăтартакан, шкулти мероприятисене хастар хутшăнакан. Спортпа та туслă вăл. Районта иртекен спорт мероприятийĕсенче лайăх кăтартусемпе палăрать.

— Карина — пĕр класра вĕренекенсемшĕн пур енĕпе те тĕслĕх. Математика, вырăс чĕлхи тата обществознани предмечĕсемпе уйрăмах пысăк çитĕнÿ тăвать, — терĕ класс руководителĕ Владимир Гордеев. — Хăй çитĕнÿсем тунипе кăна çырлахмасть вăл, ыттисене те вĕренÿре пулăшать, сĕнÿ-канаш парать.

«Малашнехи тĕллевÿсемпе паллаштар-ха?» — ыйтрăм хĕр ачаран.

— Хальлĕхе чи пысăк тĕллев вăл маншăн — Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса аслă вĕренÿ заведенине кĕресси, — терĕ Карина.

Хĕрĕн çитĕнĕвĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕ питĕ хĕпĕртет. Килте пĕтĕм ĕçе тăваканскер, вĕренÿре те, спортра та, обществăлла ĕçсенче те харсăр пулни кама савăнтармĕ?

— Тăван республикăран аякка вĕренме кайма шутламастăп, — терĕ Карина Долгова мĕнле професси алла илесси çинчен уçса памасăр. Шăллĕ Георгий аппăшĕпе тивĕçлипе мухтанать, пур енĕпе те тĕслĕх пулнишĕн мăнаçланать.