Çуллахи спорт сезонĕ хупăнчĕ

"Каçал Ен"

 

Л.Шуряшкина

Октябрĕн 7-мĕшĕнче район центрĕнче «Каçал ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн тата çуллахи спорт сезонĕ вĕçленнĕ ятпа çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Чи малтанах спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район хаçачĕн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов саламларĕç, тупăшусенче ăнăçу сунчĕç.

Ăмăртусем виçĕ ушкăнпа иртрĕç. Вăтам тата тĕп шкулсенче вĕренекенсен, предприятисен, организацисемпе учрежденисен командисем вăй виçрĕç. Вăтам шкулсен ушкăнĕнче ăмăртса Аслăчурачăксем мала тухрĕç. Сăмах май, çак шкул вĕренекенĕсем виççĕмĕш çул ĕнтĕ пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмеççĕ. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн команди финиша иккĕмĕш çитрĕ, Нĕркеçсем виççĕмĕшсем пулчĕç.

7—9-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем хушшинче тĕп тата вăтам шкулсен спортсменĕсем те чупрĕç. Тĕп шкулсенчен Чĕчкенсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç, Александровкăсемпе Хиртиявăшсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Вăтам шкулсенчи тантăшĕсенчен вара Комсомольски 2-мĕш шкул команди чи малтан дистанцие парăнтарчĕ, иккĕмĕш вырăнта — Комсомольски пĕрремĕш, виççĕмĕшĕнче — Хырай Ĕнел вăтам шкулĕсен командисем.

Предприятисем, организацисемпе учрежденисем хушшинче те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Ку ушкăнра Александровка ял поселенийĕнчен килнĕ спортсменсем дистанцие чи малтан чупса тухрĕç. Иккĕмĕш вырăна РФ налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн, виççĕмĕшне район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ĕçченĕсем йышăнчĕç.

Эстафетăри кашни тапхăрта чи хăвăрт чупакансене те палăртрĕç. Тĕп шкулсен ушкăнĕнче арçын ачасенчен чи çивĕччисем, пултаруллисем Артем Филипповпа (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) Ресиль Алимов (Чĕчкен) пулчĕç, хĕр ачасенчен вара — Чĕчкенти Фиягел Камалетдинова. Вăтам шкулсенче вĕренекенсенчен Александр Сергеевпа Наталия Григорьева (Аслă Чурачăк) палăрчĕç. Аслăрах ушкăнра Игорь Ефимов (Александровка) чи лайăх кăтарту турĕ. Вĕсем пурте ятарлă парнесене тивĕçрĕç.

Кашни ушкăнра çĕнтерÿçĕ пулнă командăсене грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç. Пĕрремĕш вырăн йышăннисем вара 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта «Каçал ен» хаçатлă пулĕç. Спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн редакци коллективĕ район администрацине, «Кĕтне» ФСК дирекцине, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене П.С. Красновпа К.С.Мифтахутдинова чĕререн тав тăвать. Эстафетăна хутшăннă спортсменсене, тренерсене вара ăнăçу, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунать.

Предприяти-организацисенчен, ял поселенийĕсенчен сахал команда хутшăнчĕ. Çакна каласа хăварас килет: малашне пĕр-пĕр учреждени команда тăратать пулсан, ун йышĕнче çавăнта ĕçлекенсене çеç курасчĕ. Килĕшетĕр пуль, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене — вăтам çулсене çитсе пыраканпа студента — пĕр тан тупăшма йывăртарах.

Килес çулхи ăмăртуччен!