Сада пуянлатнă

"Каçал Ен"
В.Петров.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн республикăра «Йывăç ларт та ăна упра» акци иртнĕ. Унта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те хаваспах хутшăннă. Ноябрĕн 2-мĕшĕнче физика учителĕ В.Н.Петров пуçарнипе 5-мĕш классенче вĕренекенсем кĕреçесем йăтса шкул садне тухнă. Вăхăт чылай та иртмен, шкул сачĕ элитăллă хура хурлăханăн 50 яхăн тĕмĕпе пуянланнă. Ачасемсĕр пуçне çак мероприятие социаллă педагог Е.И. Степанова тата технологи учителĕ Н.В. Игнатьева та хастаррăн хутшăннă. Вĕсем йывăç лартни ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçри курăмлă утăм пулнине палăртнă, вĕренекенсене тавралăхри илеме курма, ăна хаклама вĕрентнине çирĕплетнĕ.