Тĕл перекенсем ăмăртрĕç

"Каçал Ен"

 

Н.Николаева.

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявларĕç. Иртнĕ кунсенче ăна халалласа Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче Раççей ДОСААФĕн районти уйрăмĕ пуçарнипе пĕчĕк калибрлă винтовкăран тĕл перессипе ăмăрту иртрĕ. Унта районти шкулсенче вĕренекенсем хастаррăн хутшăнчĕç.

Чи малтанах çамрăк спортсменсене «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Валерий Гаврилов, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Николай Максимов, Раççей ДОСААФĕн районти уйрăмĕн председателĕ Александр Абрамов уяв ячĕпе саламларĕç, кĕскен унăн историйĕпе паллаштарчĕç, ăмăртура çитĕнÿсем тума сунчĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ОБЖ предметне вĕрентекен Григорий Миронов ачасене пăшалтан пенĕ чухне пăхăнмалли хăрушсăрлăх йĕркисене аса илтерчĕ.

Ăмăртăва пурĕ 13 шкул команди хутшăнма кăмăл турĕ. Унсăр пуçне призывниксен пĕрлешÿллĕ команди те тĕл перессинче ăсталăхне кăтартрĕ. Хĕрÿ тупăшу хыççăн вăтам шкулсенче вĕренекенсем хушшинче Хырайĕнелсем пуринчен те мала тухма пултарни палăрчĕ. Иккĕмĕш вырăна — Çĕнĕмăратсем, виççĕмĕшне Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем йышăнчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисем хушшинче Хиртиявăшсем чи пултаруллисем пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Тăманлăвыçлисемпе Александровкăсем пайларĕç. Çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.