"Каçал Ен" |
М.Илларионова. |
Иртнĕ эрне кун районти тĕп библиотекăра ачасен истори пĕлĕвне хаклас тĕллевпе «Смутное время и Отечественная война 1812 года» вăйă иртрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи ача-пăча библиотекин ĕçченĕсен пуçарăвĕпе йĕркелерĕç. Сăмах май, çак вăйă районсенче октябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 10-мĕшĕччен иртмелле. Чи малтанах мероприятие хутшăнакансене — Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан тăххăрмĕшсемпе вуннăмĕшсене — районти ача-пăча библиотекин заведующийĕ Галия Зайнуллина, Елена Прокопьева библиотекарь саламларĕç, тупăшура ăнăçу сунчĕç. Вăйă виçĕ тапхăрпа иртрĕ. Пĕрремĕшĕнче вĕренекенсем алфавит йĕркипе терминсемпе хуравларĕç, чи нумай балл пухнă 10 ача иккĕмĕш тапхăра куçрĕ. Унта вара вăййа хутшăнакансенчен кашнийĕ билет суйласа илсе ыйту çине аргументласа хурав пачĕ. Жюри членĕсем — Изольда Васильева, Мария Мокеева тата Ирина Арбузова — тĕрĕс хуравласа нумай балл пухнисем хушшинче финала тухнисене палăртрĕç. Вĕсем — Ирина Тимофеева, Анастасия Матвеева тата Евгений Сергеев (пурте 9-мĕш «в» класра пĕлÿ пухакансем). Финала тухнисем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Вăйă çĕнтерÿçине Ирина Тимофеевăна вара çитес уйăхра Шупашкар хулинче Дипломпа чыслĕç. |