Конкурса пĕтĕмлетнĕ

"Каçал Ен"

Нумаях пулмасть Раççейре «Çăлавçăсем — 2012» конкурс ирттернĕ. Унта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчен 98 вĕренекен хутшăннă.

Конкурса тăватă ушкăнпа ирттернĕ: 1—4-мĕш, 5—7-мĕш, 8—9-мĕш тата 10—11-мĕш классем.

Иртнĕ кунсенче конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта хутшăннă ачасенчен 14-шĕ çĕнтерÿçĕсем пулнă, Дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ. Вĕсем: Антон Волков, Софья Кольцова, Павел Биктимиров, Георгий Долгов, Ольга Райкова, Полина Оленева, Лия Самарина, Алексей Капралов, Александр Боровков, Василий Степанов, Максим Гусев, Булат Измайлов, Рифат Шарафутдинов тата Артем Мамуткин.

Çавăн пекех ачасене конкурса хатĕрленĕ учительсене Светлана Игонинана, Людмила Галкинана, Ольга Матвеевăна, Татьяна Лапшинана, Петр Родионова, Григорий Миронова тата Елена Пушкаревăна Тав хучĕсемпе чысланă.