"Каçал Ен" |
А.В.Прокопьева. |
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи предметне кăмăллаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ унта тăтăшах олимпиадăсем, конкурссем, конференцисем, чăваш чĕлхи эрнелĕхĕсем йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть районта чăваш чĕлхипе олимпиада иртрĕ. Унта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те хутшăнса ăсталăхне кăтартрĕç. Тăххăрмĕшсем хушшинче Инесса Михайлова — пĕрремĕш, Валерий Васильев — иккĕмĕш, Ирина Тимофеева виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Саккăрмĕш класра пĕлÿ пухакансем те палăрчĕç: Анна Таборкина — пĕрремĕш, Аида Розова иккĕмĕш вырăнсене алăран вĕçертмерĕç. Людмила Карсакова вара çиччĕмĕшсенчен чи маттурри пулчĕ. Пултаруллă вĕренекенсене олимпиадăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем — С.Жуковăпа А.Прокопьева хатĕрленĕ. |