Ача чунне туйма пĕлĕр

"Каçал Ен"

Е.А.Пушкарева

Пурнăçа çĕнĕ технологисем кĕрсех пыраççĕ, куллен кунах компьютерпа усă куратпăр…  Эпир çĕнĕлĕхсене хапăл тусах кĕтсе илетпĕр пулин те, çĕр çинче чи кирли пур пĕрех – çын. Тĕнчери улшăнусем шкула та çитеççĕ. Ачасем пурнăç аталанăвĕнчен юлмаççĕ, çĕннине алла илеççĕ. Хальхи пăтрануллă саманара шкула ырă кăмăллăх, йеркелĕх утравĕ туса хума май пур-и? Шкулпа патшалăх çыхăнăвĕ пирки паллă педагогсем яланах шутланă, сÿтсе явнă. В.Сухомлинский ку çыхăну пирки акă мĕн çырнă: «Енчен те ача хăй ырă еннелле туртăнмасть пулсассăн, нимĕнле учитель те ачана ырă кăмăллă тăваймасть. Лайăх  воспитани парас тесен пĕчĕкренех ырă ĕçсем тума хăнăхтармалла».

Кашни вĕренекенĕн хăйне евĕр талант пур  паллах. Анчах ача ăна тÿрех туйса илеймест, пурнăçлантăр тесен ăна  пĕрмай хавхалантарса тăмалла, тĕрлĕ ĕçе явăçтарма, шкулти мероприятисене, класс сехечĕсене, викторинăсене, олимпиадăсене, тĕрлĕ конкурссене хутшăнтарма  тăрăшмалла. Унта вăл пĕлÿ шайне ÿстерĕ, аталанĕ. Ачасем пурнăçне лайăх пурăнса ирттерччĕр тесен вĕсене пĕчĕкренех хăйсен тыткаларăшне хак пама, литературăри сăнарсене тишкерме, ыттисене хисеплеме вĕрентни те кирлĕ. Çавăн чухне кăна пурнăçри йывăрлăхсенчен – эрех-сăрапа иртĕхнинчен, наркотиксемпе çыхланссинче,  чунсăрлăхран хăтăлса юлĕç.

Ача-пăчана пăхса ÿстернĕ чухне ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен чи малтан ачан чунне туйма вĕренмелле: вĕсен йывăрлăхĕсене, кÿренĕвĕсене пĕрле тÿссе ирттермелле. Хăш чухне ачасем хăйсене мĕншĕн кÿрентернине, пĕр-пĕр ĕç тума чарнине ăнланмаççĕ те. Çĕр çинчи кашни пулăм хăйне евĕрлĕ пулни çинчен манмалла мар, мĕншĕн тесен кашни ачан хăйĕн тĕнчи, тавра курăмĕ. Пурнăçра яланах ырри çĕнтерессе шанăр.