Михайлова Инесса – регион шайĕнчи олимпиада çĕнтерÿçи

2012 – 2013 вĕренÿ çулĕнчи олимпиадăсем вĕçленчĕç. Михайлова Инессăшăн ку тапхăр питĕ хĕрÿ пулчĕ. Вăл кăçал район шайенче 12 предметпа хутшăнчĕ, 7 хутчен призер пулчĕ. Чăваш чĕлхипе те Инесса 1 – мĕш вырăн  йышăнса республикăра район чысне хÿтĕлеме тивĕсрĕ.  Регион шайĕнчи юлашки олимпиада И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче нарăс уйăхĕн 6 - мĕшĕнче иртрĕ. Михайлова Инесса пирĕн шанăçа тÿрре кăларма пултарчĕ – призер пулса тăчĕ. Маттур, Инесса! Сăмах май, Инесса республикăра тата 3 предметпа олимпиадăна хутшăннă. Малашне те вĕренÿре ăнăçусем сана, Инесса!