Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен районти IX фестивалĕнче

Нарăсăн 19-мĕшĕнче Урмаел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекенсен районти IX фестивалĕ иртрĕ. Çак фестивальте районти шкулсенчи тăхăр вĕрентекен уçă урок пачĕ. Пирĕн шкулта ĕçлекенсем те лайăх енчен палăрчĕç. А.В. Прокопьева вĕрентекен «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç» уçă урокне итлекенсем пысăк хак пачĕç. С.А. Жукова панă «Этем тата çут çанталăк» урок та пурне те питĕ килĕшрĕ. Вĕсем иккĕшĕ те грамота илме тивĕçлĕ пулчĕç.