"Каçал Ен" |
А.ПРОКОПЬЕВА. |
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем чăваш чĕлхине юратса вĕренеççĕ. Тĕрлĕрен олимпиадăсенче, конкурссенче, викторинăсенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, нумаях пулмасть республика шайĕнче «Радиус» олимпиада иртрĕ. Унта пирĕн шкулта вĕренекенсем тĕрлĕ предметпа хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Уйрăмах вĕренекенсем чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхине вăйлăрах пĕлни палăрчĕ. 9-мĕш «а» класра вĕренекен Валера Васильев чăваш чĕлхине лайăх пĕлет: 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, 6-мĕш класра вĕренекен Валерия Яковлева 3-мĕш вырăна тухрĕ. Вырăс чĕлхипе 8-мĕш «б» класра вĕренекен Александр Соловьев пуринчен те лайăхрах пулчĕ. Камила Камалетдинова та 3-мĕш вырăн йышăнса хăй вырăс чĕлхине юратса вĕреннине кăтартрĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем те аслисенчен юлмарĕç. Михаил Гусев (4-мĕш класс) 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Вĕренекенсене олимпиадăсене А.В.Прокопьева, З.Г.Чернова, И.А.Соловьева тата Л.Г.Галкина учительсем хатĕрленĕ. |