Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хуласемпе ялсенче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ. Ăна чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерес тĕллевпе йĕркелерĕç. Тăван чĕлхене юратакансен пĕр пайĕ диктанта Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче çырчĕ. Унсăр пуçне текста радио тата Интернет урлă та итлеме май пулчĕ. Ку мелпе çыракансен шучĕ 2 пинрен те иртнине палăртрĕç акцие йĕркелекенсем.
Пирĕн районтан та диктант çырса хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслесе пăхас текенсем йышлăн пулчĕç. Шкул ачисем, вĕрентекенсем, культура тытăмĕнче тăрăшакансем тата ыттисем те акцие хутшăнма кăмăл турĕç. Пирĕн редакци коллективĕ те айккинче тăрса юлмарĕ, чăвашла диктант çырассине хастаррăн хутшăнчĕ.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнчĕç. Ăна кунта чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕлÿ паракан Антонина Прокопьева, Светлана Жукова, Владимир Гордеев йĕркелерĕç.
«Çырма кăмăл тăвакансем 12-ĕн пулчĕç. Ачасен алăпа çырнă диктанчĕсене 10—15 минут хушшинче сканерпа кăларса тĕрĕслеме ярса патăмăр. Шанатăп, малашне çак акцие хутшăнакансен шучĕ çулран-çул ÿссех пырĕ», — терĕ Антонина Викторовна пĕтĕмлетсе.
Çакăн пек акци чăваш чĕлхин хисепне ÿстерес тĕлĕшпе питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине, пуриншĕн те усăллă та интереслĕ иртнине палăртрĕç унта хутшăнакансем.
Çакна та палăртса хăварас килет: диктантсене тĕрĕслес ĕçе 20-е яхăн преподавателе явăçтарнă. Электрон почта çине килнĕ ĕçсен шучĕ питĕ пысăк пулнине кура тĕрĕслеве филолог-аспирантсем те хутшăннă.