Халĕ районта тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе санитарипе экологи уйăхлăхĕ пырать. Акă, апрелĕн 24-мĕшĕнче те Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче субботник иртрĕ.
Унта шкулта пĕлÿ пухакан пиллĕкмĕш — вун пĕрмĕшсем хутшăнчĕç.
Субботник вăхăтĕнче ачасем класс ертÿçисемпе асăну вырăнĕсене, шкул йĕри-тавра çÿп-çапсене пуçтарчĕç, çунтарчĕç, тирпей-илем кĕртрĕç. Аслăрах классенче вĕренекенсем çĕр чавса чечексем лартма та вырăнсем хатĕрлерĕç.
«Ачасем пурте субботнике хастар хутшăнчĕç. Ир-ирех хĕр ачасем — шăпăрсемпе, арçын ачасем кĕреплесемпе килчĕç. Таса вырăнта вĕренме те аван, ачасем ăна лайăх ăнланаççĕ. Хăш-пĕрисем классене юлса чÿречесене çурĕç, унта тирпей-илем кĕртрĕç», — терĕ шкул директорĕ Светлана Михайлова. Субботниксем малалла пыраççĕ.
М.ИЛЛАРИОНОВА.