Электрон мелпе ĕçлеме вĕрентекен уçă урок

Майăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви республикăри Вĕренÿ институтĕнче патшалăх тата муниципаллă пулăшусене Интернет урлă епле илмелли çинчен уçă урок ирттерчĕ. Çак урока республикăри пур шкулсенчи аслă классенче пĕлÿ пухакансем те хутшăнчĕç.

Мероприятие Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов уçрĕ. Ун хыççăн Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева сăмах илчĕ.

Валентина Владимировна вĕренекенсене регистрациленсе портал урлă электрон мелпе ытларах пулăшу илме, çак ĕçе ашшĕ-амăшĕсене, аслашшĕ-асламăшĕсене те явăçтарма чĕнсе каларĕ.

Уçă урок икĕ пайран тăчĕ: порталта регистрациленесси тата электронлă мелпе пулăшу илесси. Чăваш Республикин Мининформполитикин уйрăм начальникĕ Ирина Никонорова канмалли кунсенче вăхăтлăх ĕçе вырнаçас тесен çамрăксене Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн сайтĕнче епле регистрациленмеллине тĕплĕн ăнлантарчĕ. Шкул ачин заявка кăна çырмалла, телефон номерне кăтартмалла иккен. Ыйтса çырни вара ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕ патне лекет, вăл çул çитмен ачана ĕç тупса пама пулăшать, ытти консультаци те парать.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче çак уçă урока 11-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ăна информатика предмечĕн учителĕ Петр Родионов йĕркелерĕ.

Министрсем электрон мелпе патшалăх пулăшăвне илесси епле майпа пулса пынине ăнлантарчĕç, ыйтусем çине те хуравларĕç.

«Интернет урлă патшалăх пулăшăвĕсене илме ыйтусем çырма хăрамалла мар. Çакна хăнăхсан тĕрлĕ учрежденисем тăрăх вăхăта ирттерсе çÿреме тивмĕ. Ку — çынсемшĕн пысăк çăмăллăх. Хăнăхмалла кăна», — терĕ Петр Васильевич, видеоконференцие пĕтĕмлетсе.

Сăмах май, паянхи кун порталта республикăри 18 пин ытла çын регистрациленнĕ. Чăваш Енре пурăнакансенчен 66,2 проценчĕ Интернетпа усă курать: хуларисенчен — 72,5 проценчĕ, ялта пурăнакансенчен — 44,3 проценчĕ.

М.ИЛЛАРИОНОВА.