Çамрăк пожарниксем ăмăртрĕç

1961 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси вăтам шкулĕнчи инкеке асăнса иртнĕ кунсенче "Промтрактор-Промлит" спортпа тренировка комплексĕнче çамрăк пожарниксен дружинисем хушшинче ăмăртусем иртрĕç. Кунта республикăри районсемпе хуласенчен 16 команда пуçтарăнчĕ. Асăннă ăмăртăва Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç.

Шкул ачисем мала тухассишĕн тупăшса 100 метра чăрмавсемпе чупрĕç тата штурм картлашкипе çỹле хăпарчĕç. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе район команди 4-мĕш вырăн йышăнчĕ. Ялти ушкăнсем хушшинче вара - иккĕмĕш. Евгения Терентьева, Максим Самаркин, Никита Матвеев, Александра Иванова, Даниил Гордеев, Алексей Ефимов вĕренекенсем ăмăртусенче хастарлăхпа палăрчĕç.

В.П. АВТОНОМОВ.