Юпа уйăхĕнче районти шкулсенче вĕренỹ программине кĕрекен пур предметпа тенĕ пекех олимпиадăсем иртрĕç. Вĕсенче малти вырăнсене йышăннă ачасем муниципаллă (районти) тапхăра хутшăнайĕç. Сăмахран, иртнĕ тунтикун Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнче "православи культурин никĕсĕ" предметпа олимпиада иртрĕ. Унта вунпĕр шкулта пĕлỹ пухакансем хутшăнчĕç. Ĕçсем яланхиллех историпе, православи культурипе, унсăрăн Литература çулталăкĕпе тата Çветтуй Афон 2016 çулта пин çул тултарнипе çыхăннă.
Пиллĕкмĕшсенчен пуçласа тăххăрмĕш классем таранах пĕрремĕш вырăнсене Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн ачисем - Александра Сорокина (5-мĕш класс), Инесса Зайцева (6-мĕш класс), Анна Калашникова (7-мĕш класс), Никита Кабалин (8-мĕш класс), Татьяна Мукшина (9-мĕш класс) - йышăнма пултарчĕç. Вĕсене пурне те Наталия Витальевна Шамбулина вĕрентекен хатĕрленĕ. Иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсене çак шкулсенче ăс пухакан ачасем йышăннă: Комсомольски пĕрремĕш - Нина Степанова (8-мĕш класс); Комсомольски иккĕмĕш - Владимир Игнатьев (9-мĕш класс), Евгений Миронов (6-мĕш класс); Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи - Валентина Калюканова (5-мĕш класс); Шурутри - Вероника Ефремова (5-мĕш класс); Александровкăри - Кристина Миговорова (6-мĕш класс), Никита Алексеев (6-мĕш класс); Хырхĕрринчи - Юлия Коновалова (9-мĕш класс), Любовь Михеева (8-мĕш класс), Вита Федорова (7-мĕш класс); Хирти Мăнтăрти - Виктория Рыжова (7-мĕш класс).
10-11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче пĕрремĕш вырăна паман. Иккĕмĕш вырăнсене Максим Минин (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи 11-мĕш класс) тата Анастасия Белкина (Нĕркеç вăтам шкулĕнчи 10-мĕш класс) йышăнчĕç, виççĕмĕшсем - Анастасия Абукинапа (Хырай Ĕнел, 11-мĕш класс) Елена Комиссарова (Комсомольски пĕрремĕш, 10-мĕш класс).
Пысăкрах бал пуçтарнă ачасем Шупашкарта иртекен регионаллă тапхăра хутшăнĕç.
Г.БЕЛКОВА.