Литература çулталăкне халалласа районти вĕрентỹ уйрăмĕн информаципе методика центрĕ нумаях пулмасть ирттернĕ "Шкула кĕнеке парнелер" ыркăмăллăх акцийĕн пĕтĕмлетĕвне тунă. Акци февралĕн 1-мĕшĕнчен октябрĕн 15-мĕшĕччен районти кашни вĕрентỹ учрежденийĕнче иртнĕ. Асăннă акцие шкул библиотекисене тĕнчери художество литературин классикĕсен, хальхи авторсен, ачасен писателĕсен произведенийĕсемпе, энциклопеди изданийĕсемпе, наукăпа çыхăннă тĕрлĕ литературăпа тивĕçтерес тĕллевпе пуçарнă.
Акцин усси те питĕ пысăк - шкул библиотекисен фончĕсем 1500 кĕнекепе пуянланнă. Ырă ĕçе хутшăннисен шучĕ 152пе танлашнă. Библиотекăсене вĕрентекенсемсĕр пуçне вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ те питĕ пысăк пулăшу кỹнĕ. Чи активлисене вара сертифактсемпе, грамотăсемпе хавхалантарнă, вĕсен хушамачĕсене парнелекенсен Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Издательствăсем те акцирен пăрăнман. Тутарстанри кĕнеке издательстви, Мускав хулинчи "Просвещение", "ДРОФА" издательствăсем шкулсене кĕнекесем парнелеме кăмăл тунă. Вĕсемпе çыхăнса ĕçлени район библиотекисене художество, справка тата вĕрентỹ литературин 860 экземплярĕллĕ пулма май панă.
Акци пынă тапхăрта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче библиотека урокĕсем, класс тулашĕнчи сехетсем, парнеленĕ кĕнекесен куравĕсем йĕркеленĕ. Çавăнпа пĕрлех кĕнекесене тишкерсе тухнă.
Акци октябрĕн 26-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери шкул библиотекисен кунĕ умĕн вĕçленет. Ыркăмăллăх акцине чи лайăх йĕркеленĕ библиотекарьсене те палăртнă, вĕсем: З.Х.Бахалдинова (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), Р.Н.Свистунова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), И.Н.Алексеева (Шурут вăтам шкулĕ). Л.Г.Белкова (Хырхĕрри тĕп шкулĕ), Г.В.Волкова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Г.Ф.Медведева (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ), Л.Ф.Ямалтдинова (Урмаел вăтам шкулĕ), В.Н.Арсентьева (Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ) библиотекарьсем те акци вăхăтĕнче лайăх ĕçленĕ.
Эпир вара кĕнеке парнелекенсене шкул библиотекисен кĕнеке фончĕсене пуянлатнăшăн тав сăмахĕ калатпăр. Вĕсем çỹлĕк çинче хăйсен вырăнне йышăннисĕр пуçне вулаканне те тупасса шанатпăр.
Е.САВЕЛЬЕВА.