Паянхи кун шкул библиотекарĕсен ĕçĕ ылмашăнсах пырать: çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕреççĕ, отчетсемпе аналитика ĕçĕн калăпăшĕ ỹсет. Шкул библиотекарĕ информаци тата вĕрентỹ ресурсĕсемпе активлăн усă курать. Вĕсем вĕренỹ аталанăвĕпе тата ачасен вулавăшĕпе кăна ĕçлемеççĕ, шкул вĕрентĕвĕн çĕнĕлĕхĕсен ресурслă никĕсĕ, информаци центрĕ пулса тăраççĕ.
Ачасене харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме вĕрентес тĕллевпе шкул библиотекинче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнĕ ятпа пирĕн шкул библиотеки "Читаем детям о войне" халăхсем хушшинче иртнĕ улттăмĕш акцин дипломне тивĕçнĕ. Çавăнпа пĕрлех Н.Чуковскин "Морской охотник" кĕнеки тăрăх конференци иртнĕччĕ. Час-часах пĕлỹ сехечĕсем, викторинăсем, кĕнеке куравĕсем йĕркелетпĕр. Библиографие тишкернĕ тата кĕнекесем пирки каласа панă чухне ачасем хавхалансах хутшăнаççĕ, калавсене интересленсех итлеççĕ. Калаçусене видеофильмсемпе, дисксем итлеттернипе, презентацисемпе пуянлататпăр.
Шкул библиотекисен Пĕтĕм тĕнчери кунне 2001 çултанпа паллă тăваççĕ. Раççей Федерацийĕнчи библиотекăсен тытăмĕнче вĕрентỹ учрежденийĕсен библиотекисем уйрăм вырăн йышăнса тăраççĕ (шкул библиотекисен шучĕ - 63 пин, аслă вĕренỹ учрежденийĕсемпе вăтам вĕрентỹ заведенийĕсен - 3 пин). Чăннипе, пирвайхи библиотекăсем те шкул çумĕнче уçăлнă.
Хисеплĕ библиотекарьсем, ĕçтешсем, уяв ячĕпе саламлатăп! Сире тата çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, ăнăçу, хавхалану, интереслĕ кĕнекесем тата хисеплекен вулакансем сунатăп.
Р.СВИСТУНОВА,
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн библиотекарĕ, шкул библиотекисен пĕрлешĕвĕн ертỹçи.