Вĕрентекен - чи хисеплĕ профессисенчен пĕри. Вăл ачана пуçласа пĕлỹ тĕнчипе паллаштарать, вулама, çырма вĕрентет. Педагогсем çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлỹ парас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.
Акă, районти "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин çамрăк хастарĕсем те вĕрентекенсене учитель кунĕ ячĕпе саламлама манмарĕç. Вĕсем Комсомольски 1-мĕш вăтам шку-лĕнче тăрăшакансене ăшшăн саламларĕç. Сăмахран, Людмила Александровна Константинова вун-вун ачана пĕрремĕш класа кĕтсе илсе вĕрентсе кăларнă. Вĕренекенсем ăна хисеплеççĕ, вăл мĕн каланине ăша хываççĕ. Пуян опытлă педагог ачасене тарăн пĕлỹ парас тесе куллен шкула васкать. Кашни урока кăсăклă та тĕрлĕ енлĕ ирттерме тăрăшать. Çамрăк вĕрентекенсене те пулăшма вăхăт тупать вăл, сĕнỹ-канаш парать.