Чыс та мухтав вĕрентекенсене!

Пирĕнтен кашниех парта хушшине ларса вулама, çырма, шутлама вĕреннĕ. Ачасене тарăн та паха пĕлỹ парасси çăмăл мар. Педагогсем пин-пин ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пулас профессине суйласа илме пулăшнă. Октябрĕн 5-мĕшĕ - вĕрентекенсен кунĕ.

Районти педагогсем професси кунне савăнăçлă лару-тăрура октябрĕн 1-мĕ-шĕнчех уявларĕç. Культурăпа кану центрне вĕренỹ учрежденийĕн ĕçченĕсем, педагогика ветеранĕсем пухăнчĕç. Вĕсене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова саламларĕç.

- Эсир хăвăрăн вăй-халăра шеллемесĕр кашни ачана тарăн пĕлỹ пама тăрăшатăр, вĕсен пултарулăхне аталантаратăр. Сирĕн ĕçĕр парахатарлă. Тавах! - терĕ ашшăн саламласа Алексей Александрович.

Уявра пултаруллă та пуçаруллă педагогсене чысларĕç, маттур ĕçлекенсене уйрăммăн палăртса хăварчĕç.

Шкулта нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакан хисеплĕ вĕрентекенсене - А.К. Давыдова, В.В.Басниковăна - "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ятпа чысланă. РФ Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотисене А.Х. Идиатуллина, Л.П.Макарова, В.И.Плешков, С.Ю.Токмакова тивĕçрĕç. Район конкурсĕнче палăрнă чи лайăх педагогсене - Г.С.Азмуковăна, И.А.Соловьевăна, Н.Г.Совинăна, С.В.Антонова, В.В.Воронова  - 3 пин тенкĕлĕх сертификатсем парса саламларĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Кияметдин Мифтахутдиновăн ятран паракан преми хуçисем - И.А.Исаева, В.П.Михайлов, И.В.Спиридонова, Г.Г.Гималдинова, Ф.А.Емельянова вĕрентекенсем.

А.АНТОНОВА.