Кам спортпа туслă, вăл яланах çирĕп вăй-халлă, нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть. Çын мĕн чухлĕ ытларах утать-чупать, вылять - сывлăх çавăн чухлех çирĕпленет, вăй-хал хутшăнать, хăвна та аванрах туятăн. Çакна тĕпе хуракансем кашни кунах физкультурăпа туслашма вăхăт тупаççĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Акă, иртнĕ вырсарни кун, сентябрĕн 27-мĕшĕнче, "Кĕтне" ФСК стадионĕнче йĕркеленĕ "Наци кросне" те пине яхăн çын пухăнчĕ. Старта тухиччен ачасем те аслисем те ташласа разминка турĕç. Флэшмоба районти культурăпа кану центрĕн директорĕ Мария Илларионова ертсе пычĕ. Старта вара 3 çулхи ачасенчен пуçласа 70 çула çитнисем те тăчĕç. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен спорта хăнăхса, унпа мĕн ватăличчен туслă пулнине çирĕплетрĕç. Районти хастар та маттур спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Газпроммежрегионгаз Чебоксары" ОАО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Абросимов, "Кĕтне" ФСК директорĕ Евгений Тихонов уявпа саламларĕç, сывă пурнăç йĕркине яланах тытса пыма, çамрăк ăрăва та спорта явăçтарма сунчĕç.
Спорт уявĕ VIP-чупуран пуçланчĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ тата пай начальникĕсемпе специалисчĕсем, организацисемпе предприятисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Ăмăртусем тĕрлĕ ушкăнра иртрĕç. Пирваях дистанцие шкул çулне çитмен ачасем тухрĕç. Чи малтан Карина Степанова финиша çитрĕ. - Эх! Мĕнлерех хытă чупать. Вăл - паллă спортсменка пулĕ. Маттур, - терĕ пĕчĕкскере хавхалантарса Кияметдин Мифтахутдинов. 1-3-мĕш классенче вĕренекен хĕр- ачасенчен Аня Белицкая пĕрремĕш пулчĕ. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен чи хăвăрт чупаканни - Иван Силанов. 4-6-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем те мала тухассишĕн ăмăртрĕç. Ку ушкăнри хĕрачасенчен Карина Игонина пурне те кая хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕ. Кирилл Денисов арçын ачасем хушшинче чи маттурри пулчĕ. 7-8-мĕш классенчи яшсемпе хĕрсем те питĕ лайăх кăтартусем турĕç. Оля Соловьева тата Ростислав Романов ку ушкăнра финиша чи малтан çитрĕç. 9-11-мĕш классенчи пикесенчен Валерия Галкина, каччăсенчен Александр Соловьев пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Аслисем хушшинчи ăмăртусем те хĕрỹ иртрĕç. 30 çулхи хĕрарăмсенчен Екатерина Макарова пĕрремĕш пулчĕ. Арçынсенчен вара - Дмитрий Хлебников. 40 çула çитменнисем хушшинче Ирина Соловьева тата Радик Басников палăрчĕç. 50 çулхисенчен Татьяна Варламовăна çитекен пулмарĕ. Ар-çынсенчен Владимир Калашников финиша пĕрремĕш çитрĕ. 60 çулхисем хушшинче вара Нина Галзанова тата Геннадий Ильдюхин дистанцие пĕрремĕш парăнтарчĕç. Вячеслав Скворцов тата Василий Пундяков çулĕсене пăхмасăрах спортпа туслă, çирĕп вăй-халлă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. 60-70 çултан каçнă пулсассăн та çамрăксемпе танах ăмăртрĕç. Çĕнтерỹçĕсене, пуçласа старта тухнисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Чăн-чăн спорт уявĕ пурне те пĕр çемьене пухрĕ. Пурте чупрĕç, вылярĕç, савăнчĕç. Çитес вырсарникун, октябрĕн 4-мĕшĕнче, "Каçал ен" хаçат парнисемшĕн иртекен ăмăртăва та район çыннисем хастар хутшăнасса шанатпăр.
Н.АРХИПОВА