Эпир миршĕн!

Раççей Федерацийĕнче сентябрĕн 3-мĕшĕ - терроризмпа кĕрешмелли кун. Ăна Бесланра пулса иртнĕ тер-актпа çыхăнтарнă. Çав хăрушă вăхăтра, терорристсене пула, 300 ытла çын вилнĕ, вĕсен хушшинче - 150 ача.

Терроризма хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттерес тĕллевпе шăпах сентябрĕн 3-мĕшĕнче Шурут ял библиотекин ĕçченĕсем терактсем вăхăтĕнче вилнĕ çынсене халалласа мероприяти ирттернĕ. Татьяна Козлова библиотекарь ачасене уйрăмах хальхи обществăри терроризм паллипе унăн хăрушлăхĕ çинчен каласа панă. Вăл ачасене терроризм историйĕпе, мĕн тери пысăк сиен кỹме пултарнипе паллаштарнă, буклетсем салатнă.

Пурте пĕрле пĕрлешсессĕн çеç эпир терроризма хирĕç тăраятпăр. Хăçан та пулин терроризм сăмахпа пачах усă курмасса шанатпăр. Пирĕн пĕр тĕллев - ачасене нихçан та терроризм мĕнне куçпа кăтартас марччĕ.

Çав кунах "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн пĕрремĕш класс ачисемпе "День солидарности в борьбе с терроризмом" урок-калаçу ирттернĕ. Вĕсем музейпе паллашнисĕр пуçне Çурçĕр Осетинче пулса иртнĕ хăрушă инкексем çинчен пĕлнĕ. Калаçу хыççăн кашниех хăйне валли терроризмран хăрама юраманнине, кашни пăтăрмахра тимлĕ тата асăрхануллă пулмаллине ăнланса илнĕ.

Урок вĕçĕнче ачасем асфальт çинче "Эпир миршĕн!" темăпа тĕрлĕ ỹкерчĕксем тунă.

А.ПОЛЯКОВА,

Т.КОЗЛОВА.