Фестивальте

Ытларикун Хырхĕрри тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен фестивалĕ иртрĕ. Унта районти пур шкулти педагогсем пуçтарăнчĕç. Шкулта вĕренекенсем хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи С.А.Жукова тата Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчи Л.Н.Владимирова вĕрентекенсем улттăмĕш тата çиччĕмĕш классенче уçă уроксем ирттерчĕç. Вĕсем еплерех пысăк шайра иртни ачасен çунса тăракан куçĕсене курсанах паллă пулчĕ. Ĕçтешĕсем те пысăк хак пачĕç педагогсене. Шкул ачисем чăваш халăх тата хальхи вăхăтри авторсен юррисене шăрантарчĕç, илемлĕ сăвăсем вуларĕç. Концерт хыççăн вĕрентекенсем пĕрле пуçтарăнса вĕренỹ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене сỹтсе яврĕç, пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашрĕç. Вĕрентекенсенчен чылайăшĕ фестивале хăйсен пултарулăхĕпе паллаштаракан ĕçсене илсе килнĕ.

Г.БЕЛКОВА.

Источник: "Каçал Ен"