Патăрьелĕнче ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн П.А.Перепелкинăн призне çĕнсе илессишĕн шывра ишессипе йăлана кĕнĕ турнир иртнĕ.
Турнира хуçасемсĕр пуçне Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчен 150 ытла спортсмен хутшăннă.
Ăмăртусем 6 ỹсĕмре иртнĕ. Пирĕн район ишевçисем виçĕ номинацире çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă.
50 метрлă дистанцире Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Денис Кириллов мала тухнă. Çак шкултах вĕренекен Мария Трофимова икĕ дистанцире - 100 тата 400 метрлă - турнир çĕнтерỹçи пулнă. Унăн юлташĕ Мария Семенова 400 метрлă дистанцире 2-мĕш вырăн йышăннă. 50 метрлă дистанцире Ольга Соловьева - виççĕмĕш.
Районсен хутăш командисем хушшинчи тупăшу питĕ хĕрỹллĕ иртнĕ. Патăрьелсене темиçе çеккунт выляса ярса пирĕн команда пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă.
Командăсене ăмăртусене хатĕрленĕшĕн Вениамин Васильевич Кудряшов спорт инструкторне палăртса хăвармалла.
Пурне те çĕнтерỹпе саламлатпăр.
В.ГАВРИЛОВ.
Источник: "Каçал Ен"