Олимпиадăра палăрнă

Нумаях пулмасть Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 1-4-мĕш класĕсенче пĕлỹ пухакан 124 вĕренекен "ПЛЮС" онлайн олимпиадăна хутшăнчĕç. Вĕренекенсем математика предмечĕпе пĕлỹ шайне тĕрĕслерĕç. 122 вĕренекен çĕнтерỹçĕсен йышне кĕме пултарнă. Ку пысăк çитĕнỹ.

4 "б" класра вĕренекенсем те олимпиадăра хастарлăхпа палăрчĕç. Вĕсем олимпиадăна интереслĕ йĕркеленине палăртрĕç. Сăмахран, пурнăçламалли ĕçсене вăйă евĕр хатĕрленĕ. Çавна май ачан тавракурăмĕ аталанать, хăвăрт шутлама пултараслăхĕ ỹсет. Олимпиада вĕçленсенех ĕçе мĕнле пурнăçланине пĕлме пулать. 4 "б" класра пĕлỹ пухакансем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç.

Ачасем тĕрлĕ олимпиадăсене, конкурссене, фестивальсене, мероприятисене хутшăнни вĕсен тавракурăмне анлăлатма, пĕлỹ шайне ỹстерме пулăшать. Çавăнпа та эпир, педагогсем, сĕнекен, хăвăр пĕлекен конкурссене, тĕрлĕ вăйăсене хутшăнма вăхăт тупмаллах. Аслисен çак ĕçе ачасене ытларах та ытларах явăçтарма тăрăшмалла, мĕншĕн тесен вĕсем пушă вăхăта чылай чухне компьютер умĕнче ирттереççĕ, кĕнеке сахал вулаççĕ, килти ĕçсене те тĕплĕ пурнăçламаççĕ.

Ачасен çитĕнĕвĕсемшĕн пĕрле савăнар.

Е.ПУШКАРЕВА,

вĕрентекен.

Источник: "Каçал Ен"