Шкулта - экскурсире

Нумаях пулмасть "Радуга" ача сачĕн воспитателĕсем О.Григорьевăпа Э.Хайруллова кăçал пĕрремĕш класа каякансемпе Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне экскурсие кайса килчĕç.

4 "б" класс вĕрентекенĕ Е.Пушкарева ачасене кĕтсе илсе шкулпа, класпа паллаштарчĕ, вĕренекенсем савăк юрă шăрантарчĕç. Ачасем хаваспах парта хушшинче ларчĕç, вĕренекенсене хăйсем хатĕрленĕ парнесене парнелерĕç.

Шкул библиотекине те çитсе курчĕç шăпăрлансем. Унта Р.Свистунова библиотекăри кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Ачасемшĕн вара уйрăмах спортзалта пулни асра юлчĕ. Ара, ун пысăкăш спортзал курман вĕт-ха вĕсем. Ачасем тутлă шăршă саракан столовăйне кĕрсе курмасăр та чăтаймарĕç. Шкул шăнкăравĕ янăранине илтсен вара вĕсен савăнăçĕн вĕçĕ-хĕрри пулмарĕ.

Шкула экскурсие кайса килнине ачасем тата темиçе хутчен те сỹтсе яврĕç, сентябрĕн 1-мĕшне чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтерчĕç.

О.ГРИГОРЬЕВА,

ача сачĕн воспитателĕ.