Ирина Крымри Акатуя хутшăнĕ

"Кĕмĕл сасă" фестивале Шупашкарта 2000 çултанпа ирттереççĕ. Çак кунсенче ăна 17-мĕш хут йĕркеленĕ. 15-35 çулсенчи 35 юрăç асăннă фестиваль-конкурса хутшăнса пултарулăхĕпе куракансене савăнтарнă. Иркутскри, Ямал-Ненец автономи округĕнчи, Екатеринбургри, Челябинскри, Самарти, Оренбургри, Тутарстанпа Пушкăртстанри, Пензăри, Мурманскри тата Чĕмпĕр тăрăхĕнчи çамрăк юрăçсем те фестивале хутшăнма кăмăл тунă.

Комсомольски районĕн чысне ку конкурсра районти культура çурчĕ çумĕнчи эстрадăпа вокал студине çỹрекен Ирина Тихонова хỹтĕленĕ. Илемлĕ те тĕлĕнмелле хитре сассишĕн, ăста юрланăшăн Иринăна июнь уйăхĕнче Крым Республикинче иртекен "Акатуй-2016" уява хутшăнма путевка-сертификат парнеленĕ.

Источник: "Каçал Ен"