«Туслăх хĕлхемĕ» сÿнмест

2016 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче регионсен «Туслăх хĕлхемĕ» наци культури фестивалĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Фестиваль программинче чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем валли чăваш чĕлхипе тата культурипе ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă конкурс тата ÿнер ăсталăхĕн «Шевле-2016» конкурсĕ пулчĕ.

Наци фестивальне хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссех пырать: район тапхăрĕнче çĕнтернĕ 57 ача икĕ номинацире хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

«Çăлтăрчăк» вăйă конкурса хутшăнакансем пилĕк станци витĕр тухрĕç. Фестиваль вĕçĕнче ачасем пултарулăхĕпе тупăшрĕç: юрă юрларĕç, ташă ташларĕç, харпăр хăй сăввисене вуларĕç. Жюри фестивалĕн çĕнтерÿçисене палăртрĕ.

Ÿнер ăсталăхĕн «Шевле-2016» конкурсĕнче те Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Горбунова Анастасия призер пулса тăчĕ.

Вĕренÿ институчĕн ректорĕ С.М. Савин фестивале хутшăннă ачасене тата вĕсен вĕрентекенĕсене тав сăмахĕ каларĕ, малашлăхра ăнăçу сунчĕ. «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль пуриншĕн те чăннипех уяв пулчĕ, вĕренÿре те пултарулăхра та шанăç паракан ачасем пуррине кăтартрĕ.

Анастасийăна саламласа ырлăх-сывлăх сунатпăр, вĕренÿре ăнăçу сунатпăр. Маттур!