Юлиана Сыраева - вĕренỹре çеç мар, обществăлла ĕçре те хастарлăхпа палăракан хĕр. Çамрăк хĕрача яланах çĕннине пĕлме ăнтăлать, пĕлĕвне, тавракурăмне ỹстерес тесе нумай-нумай кĕнеке вулать, компьютерпа туслă. Унпа пĕрлех олимпиадăсене, конкурссене, мероприятисене хутшăнма вăхăт тупать. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра пĕлỹ пухакан мал ĕмĕтлĕ çамрăк ахальтен мар кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.
- Юлиана, хăш предмет чуна çывăхрах?
- Пурте малашнехи пурнăçра кирлĕ. Географи, акăлчан чĕлхи, литература çине ытларах тимлĕх уйăратăп, Великобритани культурипе тата ют çĕршывсен литературипе кăсăкланатăп. Çак тата ытти предметсемпе районти, республикăри кон- курссене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнма тăрăшатăп, малти вырăнсене йышăнсан чунтан хĕпĕртетĕп вара. Акă, "Манăн саккунпа творчество пуçарулăхĕ" конкурсра хутшăнса мала тухни ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçме май пачĕ.
- Кам хавхалантарса пырать сана?
- Эпĕ мĕн пĕчĕкренех кукамайпа, Зоя Константиновнăпа, пурăнатăп. Вăлах мана яланах хавхалантарса пырать. Пĕлĕ-вĕме анлăлатассишĕн те сахал мар тăрăшать. Вĕренỹре тĕрлĕ литературăна суйласа илме пулăшать. Ăнланман ыйтусене те пĕрле сỹтсе яватпăр.
- Нумаях пулмасть эсĕ Шуршăлта пулнă. Мĕнле мероприятие хутшăннине, вăл мĕнпе асра юлнине каласа парсамччĕ.
- Этем пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе кăçал 55 çул çитрĕ. Çакна тĕпе хурса Шуршăлта Андриян Николаев ячĕллĕ мемориаллă комплексра митинг иртрĕ. Унта Октябрьски вăтам шкулĕн çамрăк космонавчĕсемпе кадетсен отрячĕсем, район ертỹлĕхĕ, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи шкул ачисем хутшăнчĕç. Эпĕ Андриян Николаев космонавтăн ентешĕ пулнипе чăннипех мухтанатăп. Çакăн евĕр чаплă мероприятие хутшăнни вара пысăк çитĕнỹсем тума хавхалантарать.
- Хăвăн пурнăçна мĕнле профессипе çыхăнтарассине шутланах ĕнтĕ эсĕ?
- Хальлĕхе суйласа илмен-ха. Ку вăл пурнăçри чи яваплă, пысăк утăмсенчен пĕри-çке. Çапах та карьерăна обществăпа тата халăхсем хушшинчи хутшăнусемпе çыхăнтарас килет.
- Мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатăн?
- Кашни çамрăкăн пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пултармалла. Чи пысăк тĕллевсенчен пĕри - вĕренỹре ĕлкĕрсе пырасси, экзаменсене лайăх тытасси. Ун хыççăн пĕр-пĕр аслă вĕренỹ заведенине вĕренме кĕресшĕн. Паянхи куна эпĕ республикăри аслă классенче вĕренекенсен совечĕн, "Единая Россия" партин çамрăк гвардийĕн йышĕнче. Пĕлтĕр Комсомольски районĕн çамрăксен ертỹлĕхĕн йышне кĕртме заявлени çырнăччĕ. Унсăр пуçне манăн район пурнăçне ытларах хутшăнас килет, тĕрлĕ мероприятисене йĕркелеме килĕшет.
Н.АРХИПОВА калаçнă.
Источник: "Каçал Ен"