Чăваш чĕлхи кунĕ

1998 çулхи ака уйăхĕн 25- мĕшĕнчен пуçласа çак куна Чăваш чĕлхи кунĕ тесе йышăннă. И.Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, чăваш алфавитне тăвакан, чăваш ачисене валли шкул уçакан пулнă. Чăвашсен чăн Прометейĕ çуралнă кун Комсомольскинчи пĕрремĕш вăтам шкулта линейка Иван Яковлевич ячĕпе пуçланчĕ. А.А. Валитова вĕрентекен унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Ун хыççăн 3 в класра вĕренекенсем сăвăсем вуларĕç. Кашни класрах тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕç çак кун.

И.Я. Яковлев ĕçĕ- хĕлĕпе хавхаланса чăваш çыннисем 21-мĕш ĕмĕре те çитсе кĕчĕç. Çирĕппĕнех калама пултаратпăр, пирĕн ăсчахăмăрăн ĕмĕчĕсем пурнăçланчĕç.