Шкулта пушар хăрушсăрлăхĕпе вĕренỹ иртрĕ

Иртнĕ эрнере Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пушар пирки асăрхаттару сигналĕ 10 сехетре янăрарĕ. Çав вăхăтрах шкул ачисен эвакуацийĕ пуçланчĕ. 2 минут хушшинчех ачасемпе учительсем кăшкăрмасăр, тĕрткелешмесĕр шкул умĕнче пуçтарăнчĕç, класс руководителĕсем пĕтĕм класс шкултан тухнине пĕлтерчĕç.

Çакăн пек пуçланчĕç те 31-мĕш пушар чаçĕпе патшалăх пушар надзорĕн вĕренĕвĕсем. Пушар надзорĕн начальникĕ Димитрий Кузьмин пуçтарăннисене вĕренĕве пушар хуралне пуçарса янăранпа 367 çул çитнипе çыхăнтарса ирттернине пĕлтерчĕ, шкул ачисемпе учительсем пĕр пăлханмасăр тата хăвăрт тухнине палăртрĕ, шкул ертỹлĕхне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене ачасемпе вĕрентекенсем патне çитернĕшĕн тав турĕ. 31-мĕш пушар чаçĕн ертỹçи Сергей Алексеев ачасене асăрхануллă пулма, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма, çулăмпа вылямалла маррине асăрхаттарса каларĕ.

Малалла 4-мĕш класра вĕренекенсен пушар хуралĕн техникипе çывăх паллашма май пулчĕ. Ачасем савăнсах пушар машинисем патне васкарĕç. Димитрий Кузьмин каласа панине тимлĕн итлерĕç, кăсăклантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илчĕç. Çавăнпа пĕрлех ачасем пушара сỹнтерме мĕнпе усă курнине, машина çинче ăçта мĕн вырнаçнине те пĕлчĕç. Аслăрах класра вĕренекен арçын ача вара бензин е урăх хими япали çуннă чухне усă куракан тума тăхăнса пăхрĕ. Пушар машинин шлангĕнчен шыв мĕнле сирпĕтнине тата миçе метр тăршшĕне çитме пултарнине кăтартни те ачасен асĕнче яланлăха юлĕ.

Çакăн евĕр вĕренỹсем ирттерни кирлĕ, паллах. Ачасем пушар тухсан та аптраса каймĕç, пăлханмасăрах лăпкăн шкултан пуçтарăнса тухĕç.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"