Олимпиадăра çĕнтернĕ

Предпринимательствăн наци Академийĕ кăçалхи апрель - май уйăхĕсенче Пĕтĕм Раççейри предпринимательсен кунне халалласа дистанци мелĕпе олимпиада йĕркелерĕ.

Асăннă олимпиадăна шкул ачисене предпринимательствăпа ытларах интереслентерес, паллă çынсемпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Олимпиадăна общество предмечĕн учителĕ В.Г.Гордеев ертсе пынипе Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ачисем те хастар хутшăнчĕç. Чи нумай балл пухса 10-мĕш класра пĕлỹ пухакан Юлия Сыраева олимпиада çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Пĕр класрах вĕренекенсем Владилена Мурзаева тата Людмила Карсакова - призерсен йышĕнче.

П.РОДИОНОВ.

Источник: "Каçал Ен"