Чи хăрушсăр объектсем

Нумаях пулмасть район администрацийĕн ятарлă программисен секторĕ "Самый пожаробезопасный объект образования", "Самый пожаробезопасный объект культуры", "Самое пожаробезопасное сельское поселение" номинацисемпе конкурс йĕркелерĕ. Шел пулин те, конкурса районти вĕрентỹ объекчĕсем çеç хутшăнма кăмăл турĕç. Районти ытти предприятисемпе организацисене те конкурса хастар хутшăнма ыйтатпăр. Конкурса чрезвычайлă лару-тăрăва сирессипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе иртнĕ комиссин черетлĕ ларăвĕнче пĕтĕмлетнĕ.

Конкурса хутшăнакансене савăнăçлă лару-тăрура Хисеп грамотисемпе наградăланă. "Пушар хăрушсăрлăхĕллĕ чи лайăх объект" ята Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ тивĕçнĕ, иккĕмĕш вырăна - "Пилеш", виççĕмĕш вырăна "Асамат кĕперĕ" ача сачĕсем йышăннă.

А.СОЛОВЬЕВА,

специалист

Источник: "Каçал Ен"