Терроризма хирĕç кар тăрар

Сентябрĕн 3-мĕшĕ - терроризмпа кĕрешекенсен пĕрлĕх кунĕ. Çак кун пирĕн çĕршывра террорла актсенче хĕсмет тивĕçне пурнăçласа вилнĕ çар çыннисене, право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсене, тыткăна лексе вилнисене асăнса пуç таяççĕ.

   Пĕрлĕх кунне халалласа районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 7 "б" класĕнче вĕренекенсемпе "Терроризм: я предупрежден" мероприяти ирттерчĕç. Валентина Боровкова, Антонина Волкова библиотекарьсем ачасене çĕршыври лару-тăру çинчен каласа пачĕç. Уйрăмах 2004 çулта сентябрĕн 1-мĕшĕнче Çурçĕр Осети республикинчи Беслан шкулĕнче пулнă инкек пирки чарăнса тăчĕç. Библиотекарьсем ачасене терроризма хирĕç еплерех кĕрешмелли çинчен хатĕрленĕ "Смертельные шаги терроризма" ятлă кĕнекесен выставкипе паллаштарчĕç. Терроризма пырса тивекен ыйтусем тавра та нумай калаçрĕç. Чи пĕлтерĕшли - инкекре çухалса каймалла мар.

                                                                                                                                                                                                         А.ВОЛКОВА.