Спортпа "чирлеме" никĕс пур

Иртнĕ юнкун Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн учителĕсемшĕн, шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн хаваслă пулăмпа асра юлчĕ. Кунта савăнăçлă лару-тăрура çĕнетнĕ спортзала хута ячĕç.

     Спортзала çуллахи каникул вăхăтĕнче тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Халĕ зала паллама та çук: чỹрече, алăк хашакĕсене, урайсене улăштарнă, салтăнса тăхăнмалли пỹлĕмсене те çĕнетнĕ. Физкультура урокĕсем ирттермелли зала юсама федераллă бюджетран - 888 пин, вырăнти бюджетран 88 пин тенкĕ укçа тăкакланă.

     Çĕнĕ спортзала пахалама хаклă хăнасем - ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, район ертỹçисем Хасиятулла Идиатуллинпа Алексей Самаркин - хутшăнчĕç.

     - Çĕнетнĕ спортзалта тĕрлĕ ăмăртусем иртессе, спорт секцийĕсен шучĕ ỹсессе, шкулăн спорт календарĕнче çĕнĕ çитĕнỹсем çырăнса юласса шанас килет. Ăçта спорт, унта савăнăçпа хастарлăх хуçаланать, питсенче ăшă кулă çиçет. Апла пулсассăн юлташăрсене, ĕçтешĕрсене спортпа туслаштарăр. Эпир - сывă пурнăç йĕркишĕн, - ырă сунчĕ Юрий Попов. Ытти хаклă хăнасем те пуçтарăннисене пысăк çитĕнỹсемпе çирĕп сывлăх сунчĕç.

     Шкул директорĕ Георгий Перьев, савăннине пытармасăр, спортзала юсама программăна кĕме пулăшнăшăн хăнасене, строительсене чĕререн тав турĕ. Спортпа çыхăннă çитĕнỹсем тата та пысăк пуласса шантарчĕ. Халĕ те, паллах, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем яланах малтисен йышĕнче. 2015-2016 çулсенче çеç районти шкул ачисен спартакиадинче шашкăлла тата шахматла выляса, ишессипе, акватлонпа пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Алă вăйĕ виçессипе, тĕл перессипе, çăмăл атлетикăпа, футболпа, баскетболпа 2-3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

      Савăнăçлă мероприяти юрă-ташăпа та пуян пулчĕ. Юлашкинчен вара физкультура учителĕсем Виталий Автономовпа Андрей Мамуткин "Веселые старты" вăйăсем ирттерчĕç.

     Çĕнетнĕ спортзал хута кайрĕ. Спортри пысăк çитĕнỹсене çеç кĕтмелле. Вĕсем вара, паллах, пулĕç, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсен те, ытти шкулсен ачисен те...

                                                                                                                                                                      Н.Архипова.

 Источник: "Каçал Ен"