Шкул ачисен апатланăвĕ тулли те паха пулмалли пирки тăтăшах калаçаççĕ, ĕçлĕ планеркăсенче те çак ыйтăва пĕрре кăна мар хускатаççĕ. Акă, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ те татах çак ыйту патне пырса тухрăмăр. Ача шкулта апатланнăшăн мĕн чухлĕ тỹлемелле? Тата ашшĕ-амăшне меню тивĕçтерет-ши?
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче хаксем мĕнлерех пулĕç-ши - ку тĕлĕшпе районти шкулсенче ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче сỹтсе явнă, чылай шкулта хака пĕлтĕрхи шайрах хăварнă. Çитес вăхăтра лару-тăру еплерех пулассине уçăмлатма район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕпе Надежда Петровăпа çыхăнтăмăр.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, районти шкулсенче ачасене вĕри апатпа тивĕçтересси 97,4 процент таран пулса пырать. Паллă ĕнтĕ, шкулта апатшăн тỹлемелли хаксем блюдо нормативĕсене, вĕсен энергетика хаклăхĕсене шута илнине, республикăри инфляци кăтартăвĕсене кура йĕркеленеççĕ. 2014-2015 çулсенче вĕсем пĕр шайра тытăнса тăнă.
Шкулсенчи лару-тăрупа пал-лашас тесе çула тухрăм . Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне çитсессĕнех мана Георгий Перьев директор кĕтсе илчĕ, ачасен апатланăвĕпе кĕскен паллаштарса сăмах пуçарчĕ.
- Шкулта 483 ача вĕренет, çак шутран 445-шĕ столовăйра апат çиет. Вĕсене кунне икĕ хутчен апатлантараççĕ. Пĕрремĕш урок хыççăн - 9.15 сехетре тата виççĕмĕшпе тăваттăмĕш уроксем хыççăн 11.20, 12.15 сехетре. Меню кашни 10 кунра улшăнать. Ачасене апатланма меллĕ пултăр тесе тăхтавсене вăрăм тунă. Пурте вăхăтра çисе ĕлкĕреççĕ. Халиччен вĕренекенсем апатпа кăмăлсăр пулнине илтмен. Аслисем ỹпкелешни те хăлхана кĕмен. Тĕслĕхрен, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле апатлану йĕркине тĕрĕслекен ятарлă комисси йĕркеленĕ. Шăпах вĕсем никама систермесĕрех столовăя килеççĕ, апат миçе грамм хурса панине, поварсем менюпа килĕшỹллĕн пĕçернине тĕрĕслеççĕ, апата хаклаççĕ, - терĕ ĕç-хĕлпе паллаштарса Георгий Митрофанович.
Апат пахалăхĕ тенĕрен вăтам шкулта тутлă çитернинче иккĕленỹ çук. Шăпах ачасем апат çинĕ вăхăта лекнĕрен çапла çирĕплетсе калама пултаратăп.
- Апачĕ тутлă-и, поварсем тутлă пĕçереççĕ-и? - тесе кăсăклантăм.
- Питĕ тутлă, тавах вĕсене,- харăссăн хуравларĕç ачасем.
Меню мĕнлерех пулнине те каласа хăварас килет. Унпа шкул столовăйне кĕричченех паллашма пулать. Сăмахран, сентябрĕн 28-мĕшĕнче ачасене ирхи апатра булка тата пылак чей ĕçтернĕ. Кăнтăрлахи апатра какай яшки, рис пăтти, гуляш, пылак чей, çăкăр пулнă. Сентябрĕн 29-мĕшĕнчи меню: ирхи апат: услам çупа тулă пăтти, кофе напитокĕ, кăнтăрлахи: яшка, плов, чей, çăкăр. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ачисен кăнтăрлахи апатне манăн та астивме май килчĕ. Апатне "5" паллăлăх хатĕрленĕ, питĕ тутлă. Эпĕ эксперт мар паллах, апла пулин те шкулти йĕркене пăснине пĕрре те асăрхамарăм. Пĕтĕмпех килĕшỹллĕ. Ачасем пĕрин хыççăн тепри черет тăрса апат илеççĕ, сĕтелсем таса, поварсем шап-шурă тум-тирпе, йĕркене пăхăнса стена çинче кирлĕ хутсем пур, апат пĕçерекен блокра таса та тирпейлĕ. Эппин, кунта чăннипех те йĕркене пăхăнса ĕçлеççĕ, ачасене пахалăхлă апат çитереççĕ.
Вăтам шкулта вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕ кăçалхи вĕренỹ çулĕ пуçлансан йĕркеленĕ пухура апатланушăн кашни уйăхра 600 тенкĕ пуçтарма килĕшсе таталнă. Пухăннă укçа-тенкĕрен пур апат-çимĕçе туянаççĕ те. Продукцие кỹрсе килекенсемпе пĕрремĕш çул мар, чылайранпа ĕçлеççĕ. Акă, "Слава картофелю" агрофирма кашни çулах çĕрулмипе тивĕçтерет. Апат-çимĕçе Никифоров уйрăм предприниматель, райпо, сĕт-çу варне - Хайртдинов, аш-какайне Сидоров уйрăм предпринимательсем кỹрсе килеççĕ. Çăкăр-булка изделийĕсене вырăнти "Хлебозавод" ООО-ра туянаççĕ.
- Столовăйĕнче апатланма çеç мар, пĕçерме хăтлă та меллĕ пултăр тесе кăçал апат пĕçермелли блока юсама вăй çитерни чăннипех те савăнтарать. Юсаса çĕнетнĕ çĕрте ĕçлеме те кăмăллăрах. Кашни кунах витаминсен калори виçине шута илсе пахалăхлă апат хатĕрлеме тăрăшатпăр. Вĕренекенсем кăмăллă пулни чăннипех те савăнтарать, - тет аслă повар Оксана Батманова. Шкул столовăйĕнче тăваттăн килĕштерсе ĕçлеççĕ: Любовь Афанасьева, Ирина Полякова поварсем, савăт-сапа çăвакан Елена Никитина. Апат ăстисен ĕç кунĕ ирхине 6.30 сехетре пуçланать. Икĕ сехет хушшинче вĕсен ирхи апат хатĕр, кăнтăрлахи те пиçсе пырать. "Апачĕ тутлă пултăр", - теççĕ вĕсем куллен ачасене. Шкулти апат ỹсекен организмшăн тутлă çеç мар, усăллă та пултăр. Çакă чи пахи.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"