Чи маттурри - Анастасия

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн кăçал республикăра - Ĕç çыннин çулталăкĕ. Çавна май ĕç çыннисене халалласа районти тĕп библиотекăра чылай мероприяти йĕркелетпĕр.

Акă, нумаях пулмасть Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 7-9-мĕш классенче пĕлỹ пухакансемпе "Умники и умницы" вăйă ирттертĕмĕр. "Çын тата тĕрлĕ профессисем" темăна суйласа илтĕмĕр. Чи малтанхи тапхăрта вĕренекенсем профессисене мĕнле пĕлнине кăтартса пачĕç, иккĕмĕш тапхăрта вара ыйтусем çине туллин хуравланине шута илчĕç. Икĕ тапхăр хыççăн жюри членĕсем Оксана Абржина, Зуля Медведева, Настя Ильина чи ăслисем тесе палăртрĕç. Виçĕ вĕренекен çĕнтерỹçĕ пулассишĕн тупăшрĕ те. Тĕрлĕ ыйтусене тĕрĕс хуравлассипе вара Настя Ильинана çитекенни пулмарĕ. Вăл нумай пĕлнине, вĕренỹре тăрăшуллă та маттур пулнине тĕслĕхпе çирĕплетсе пачĕ.                                                                                                                                                                                                                                   Е.ПРОКОПЬЕВА,библиотекарь.

Источник: "Каçал Ен"