Эпĕ учитель ĕçнех суйласа илĕттĕм

Професси уявĕсем хушшинче пуринчен те уйрăлса тăраканни - Вĕрентекен кунĕ. Кашни ăрăва, тĕнчери кашни çĕршыва, халăха, çынна пырса тивекенни урăх çук! Вĕрентекен кунне Раççейре 1965 çултанпа паллă тăваççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕччен педагогсене октябрь уйăхĕн пĕрремĕш вырсарникунĕнче саламланă. 1994 çултанпа вара - октябрĕн 5-мĕшĕнче. Пурнăç çулĕ çине тухма пĕлỹ, ăс-хакăл паракан, пулăшу кирлĕ чухне вăхăтне те, вăй-халне шеллемесĕр ют ача патне васкакан, хамăршăн чи çывăх тăван пек пулса тăнă вĕрентекенĕмĕрсене хакланине, хисепленине, сăвапланине тата хăçан палăртмалла-ха? Паллах, уяв кунĕнче.

Маттур та пултаруллă педагогсенчен пĕри вăл - Елена Александровна Пушкарева. Педагог пуçламăш классене вĕрентет. Çак ĕçре вăл - 39 çул. Елена Александровна ĕç кĕнекине Александровка тĕп шкулĕнче уçнă. Ултă çул тăрăшнă хыççăн Шупашкар хулинче ача садĕнче, 27-мĕш вăтам шкулта ĕçлесе опыт пухнă. Чунĕ вара çуралнă кĕтесех туртнă пулас. Вăл 1985 çулта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ĕçе кỹлĕннĕ те паянхи кунчченех юратнă ĕçре тимлет.

- Тĕп хуламăртан Комсомольски райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ Евгений Николаевич Игонин ыйтнипе куçса килтĕм. Вăл мана вăтам шкулта йĕркелỹçĕ пулма сĕнчĕ. Эпĕ вара пуçламăш классене вĕрентме килĕшрĕм. Хирĕçлемерĕç, класс шанса пачĕç. Унтанпа вара класс хыççăн класа пĕлỹ патăм, вун-вун ачана çырма-вулама, шутлама вĕрентрĕм. Вĕсенчен чылайăшĕ вĕрентекенре тăрăшать. Акă, сăмахран, Оксана Анатольевна Ефремова, Ирина Николаевна Тихонова халĕ ĕнтĕ манăн ĕçтешсем, - сăмах пуçарчĕ педагог.

Елена Александровна профессие чун юратнипе суйласа илни куçкĕрет. Ăна Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче пуçласа парта хушшине лартнă вĕрентекен Н.Я.Зайцева педагог пулма хавхалантарнă иккен.

- Вăл - маншăн - чи юратнă вĕрентекен. Нина Яковлевна ирттернĕ уроксем паянхи кун та куç умне тухаççĕ. Кашни урока интереслĕ, хăйне евĕр йĕркелетчĕ, темăна кашни ача ăнланмалла каласа паратчĕ. Мĕн пĕчĕкренех, Нина Яковлевна пек, вĕрентекен пулатăп тесе ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕт пурнăçланчĕ, - каласа парать Елена Александровна иртнине аса илсе. Чунри ачашлăхне, юратăвне йăлтах ачасене парать вăл. Вĕсемшĕн иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнчех. Пĕчĕкскерсем ун патĕнчен кайма та пĕлмеççĕ, тем çинчен те ыйтса пĕлме, каласа пама тăрăшаççĕ. Елена Александровна кашни ача валлиех вăхăт тупать, пурне те тимлĕн итлет, кирлĕ сĕнỹ парать, тĕслĕхсемпе ăнлантарать.

- Паллах, вăтăр çул ытла шкулта ĕçлесе тĕрлĕ ачапа тĕл пулма тиврĕ. Класра 20-25 вĕренекен ларать, кашнин патне уйрăм çул тупмалла. Пуçласа парта хушшине ларнăскерсене пĕлỹ тĕнчине илсе кĕмелле, вĕсене вулама, шутлама, илемлĕ çырма хăнăхтармалла. Класс тулашĕнчи ĕçсем пирки те манса каймалла мар. Пĕчĕкскерсене пур енлĕн аталантарма тăрăшмалла, - чунне уçать Елена Александровна.

Вĕренỹ çулĕнче вăл кĕçĕннисемпе вун-вун мероприяти ирттерет. Çутçанталăк ытамне те илсе тухать, илеме чунпа туйма хăнăхтарать. Интереслĕ самантсене ỹкерсе илсе ятарлă пухмача упрама хурать, компьютера вырнаçтарать. Вĕрентекенĕн пурнăç уттинчен юлмасăр аталанмалла, тĕрлĕ ĕçе ачасене те явăçтармалла. Федераци çĕнĕ стандарчĕпе килĕшỹллĕн, вĕрентекен - пĕлỹ паракан кăна мар, ачана ăс пухма пулăшакан çын та. Елена Александровнăшăн çамрăк ăрăва тарăн пĕлỹ парассипе пĕрлех тивĕçлĕ воспитани парасси те тĕп вырăнта. Шкулта вĕренекенсем пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнаççĕ, çынсем хушшинче хăйсене тытма хăнăхаççĕ, аслисене сума сăваççĕ, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренеççĕ.

- Тепĕр хут çуралса алла професси илме тивсен те, эпĕ учитель ĕçнех суйлăттăм. Чуна çывăх ĕç ку маншăн, - вĕçлерĕ калаçăва ачасен юратнă вĕрентекенĕ - Елена Александровна.

Хаклă вĕрентекенĕмĕрсем, сире уявра парнелекен чечек çыххисен илемĕ кăмăлăра тата хитрелеттĕр, кашни вĕренекен саламĕ ăша вырнаçтăр. Ахальтен мар çак йывăр ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма чи кирли - ачасене юратни. Çав юрату хăвăр пата та çавнашкалах пысăк юратупа таврăнтăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"