Районта кашни çулах "Каçал ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн эстафета йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Акă, иртнĕ шăматкун та, октябрĕн 1-мĕшĕнче, "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче черетлĕ ăмăрту иртрĕ.
Спорта кăмăллакансем чи малтанах йышлăн пухăнса Мария Долгова хореографпа пĕрле ирхи зарядка турĕç. Çумăр пĕрĕхсе тăни те спортсменсен кăмăлне пăсмарĕ, вĕсем зарядка туса ăшăннă хыççăн старта тухрĕç. Чи малтанах ăмăртăва хутшăнакансене "Каçал ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Г.Шуряшкина ăшшăн саламларĕ, спортра çитĕнỹсем сунчĕ. "Кĕтне" ФСК директорĕн заместителĕ Ю.В.Боровков, Чăваш Республикинчи "Пограничниксен тăванлăхĕ" обществăлла организацин ертỹçи А.Б.Шорников та çăмăл атлетсене ăнăçусем сунчĕç.
Иртнĕ çулсенче эстафетăлла ăмăртусене вăтам, тĕп шкулсен, организацисемпе предприятисен командисем, ветерансем хутшăннă. Пĕлтĕртенпе спортпа туслă çемьесене те ăмăртăва явăçтарас терĕмĕр. Пĕлтĕр ырă пуçарăва çемьесем хапăлласах йышăннăччĕ, 6 çемье старта тăнăччĕ. Кăçал вара те çанталăкĕ хăратрĕ, те вăхăт тупаймарĕç. Старта 3 çемье çеç тухрĕ: Ефремовсем, Степановсем, Пушкинсем. Кашни харпăр хăй дистанцине парăнтарнă хыççăн виçĕ çемье те парнесене тивĕçрĕ. Ашшĕ-амăшĕ чăннипех те маттур, ачисене мĕн пĕчĕкренех спортпа туслаштараççĕ, вĕсемпе пĕрле старта тухаççĕ.
Тĕп шкулсен командисем хушшинче финиша чи малтан Хирти Явăшсем çитрĕç. Ун хыççăнах Хырхĕрри спортсменĕсем пулчĕç. Анат Тимĕрчкасси тата Кĕçĕн Çĕрпỹел спортсменĕсем - виççĕмĕшĕсем. Вăтам шкулсенче 9-мĕш класс таран пĕлỹ пухакансем хушшинче вара Шурутсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Комсомольски 1-мĕшпе Нĕркеç вăтам шкулĕсем тухрĕç.
Вăтам шкулсен командисем хушшинче Аслă Чурачăксене çитекен пулмарĕ. Вĕсем финиша кашни çулхи пекех пĕрремĕш çитрĕç. Иккĕмĕш вырăна Çĕнĕ Мăратсем алăран вĕçертмерĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Сăмах май каласан, иртнĕ çулхи ăмăртусенче те асăннă шкулсемех çав вырăнсенех йышăннăччĕ. Апла пулсан, вĕсем - чăн-чăн лидерсем.
Предприятисемпе организацисем хушшинче 4 команда çеç старта тухрĕ. Пĕрремĕш вырăна Тукай ял тăрăхĕн спортсменĕсем тивĕçрĕç. Районти 2 №-лĕ налук инспекцийĕн команди иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Сăмах май, вĕсем ăмăртусене кашни çулах хутшăннине уйрăммăн палăртса хăварас килет, команда капитанĕ - Геннадий Филиппов. Маттур! Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн учителĕсен команди виççĕмĕш вырăна тухрĕ. "Кĕтне" ФСК команди финиша тăваттăмĕш çитрĕ.
Çĕнтерỹçĕ-командăсене, çемьесене Дипломсемпе тата парнесемпе чысларăмăр. Пилĕк ушкăнра пĕрремĕш вырăна тухнă командăсем "Каçал ен" хаçата 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулта тỹлевсĕр илсе тăрĕç. Парнесене тата медальсене туянма пулăшнăшăн, спонсорла пулăшу кỹнĕшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне, ентеше Петр Краснова, республикăри "Пограничное братство" пĕрлешĕве, унăн районти уйрăмне, ăмăртусене йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçченĕсене чĕререн тав тăватпăр.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"