Пирĕнтен кашниех парта хушшине ларса вулама, çырма, шутлама вĕреннĕ. Çак кăткăс та йывăр ĕçе паянхи кун учитель пулăшнипе ачасем алла илсе пыраççĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр пĕлỹ тĕнчинче пĕлмелли, тĕпчемелли вара питĕ нумай. Çын кирек мĕнле шая çĕкленсен те, хуть ăçта ĕçлесен те яланах учителе аса илет. Ун çинчен ăшă та ырă туйăмсемпе çеç шутлама пултарать.
Октябрĕн 5-мĕшĕ - вĕрентекен кунĕ. Районти педагогсем професси кунне савăнăçлă лару-тăрура октябрĕн 6-мĕшĕнче уявларĕç. Культурăпа кану центрне вĕренỹ учрежденийĕсен ĕçченĕсем, педагогика ветеранĕсем пухăнчĕç. Вĕсене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова саламларĕç.
- Эсир хăвăрăн вăй-халăра шеллемесĕр кашни ачана тарăн пĕлỹ пама тăрăшатăр, вĕсен пултарулăхне аталантаратăр. Сирĕн ĕçĕр пархатарлă. Тавах! - терĕ ăшшăн саламласа Алексей Александрович.
Уявра пултаруллă та пуçаруллă педагогсене чысларĕç, маттур ĕçлекенсене уйрăммăн палăртса хăварчĕç. Шкулта нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакан хисеплĕ вĕрентекенсене - Галина Симаковăна (Шурут вăтам шкулĕ), Марина Тишовăна (Нĕркеç вăтам шкулĕ), Наталья Серебровăна (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Светлана Тимофеевăна (район администрацийĕн вĕренỹ пайĕ) РФ Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Людмила Алексеева (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçрĕ. Районти конкурсра палăрнă чи лайăх педагогсене - Лариса Кузнецовăна (Нĕркеç вăтам шкулĕ), Рена Автономовăна, Петр Родионова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Наталья Салминана (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Альфрида Самкинăна (Урмаел вăтам шкулĕ) - сертификатсем парса саламларĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав хучĕпе Гульнафиз Азмуковăна (Урмаел вăтам шкулĕ), Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе Минхайдер Сафиянова (Урмаел вăтам шкулĕ) саламларĕç.
Çавăн пекех вĕрентекенсен уявĕнче районти конкурссенче çĕнтернĕ чи маттур та хастар педагогсене чысларĕç. Акă, "Çулталăк учителĕ" конкурсра Екатерина Антоновăпа (Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕ) Сергей Антонов (Александровка тĕп шкулĕ) çĕнтерỹçĕсем пулнă. Рена Автономова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Альфия Фасхутдинова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
"Самый классный классный" конкурсра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕ Галина Волкова пĕрремĕш пулнă. Алия Салахутдинова (Урмаел вăтам шкулĕ), Галина Смирнова (Нĕркеç вăтам шкулĕ), Надежда Безрукина (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ), Альбина Артемьева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Уяв кунĕнче спортпа чăннипех те туслă коллективсене те, шкул ачисене те палăртрĕç. Коллективсенчен Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне çитекенни пулман. Вĕсем - пĕрремĕшсем. Хирти Явăш тĕп шкулĕн педагогĕсем - иккĕмĕшсем, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн учителĕсем - виççĕмĕшсем.
Шкул ачисен спартакиадинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ çĕнтернĕ. Аслă Чурачăксем иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ - виççĕмĕш. Тĕп шкулсенчен Хирти Явăшсем - пĕрремĕш, Александровкăсем - иккĕмĕш.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"