Фестивальте палăрнă

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Çĕмĕрле хулинче техника ăсталăхĕ енĕпе йĕркеленĕ "Маçтăрсен хули" фестивальте палăрнă. Фестивале кăçал Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата инженери пĕлỹлĕхне аталантарассине халалланă.

Республикăри районсемпе хуласенчи 200 вĕренекен виçĕ конкурсра тупăшнă. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ачисем "Робототехника историйĕ" регионти интернет-викторинăра палăрнă. Булат Имангуллов, Витя Селиванов, Ваня Сумзин, Денис Смирнов, Павел Плешков, Кирилл Пермяков 2-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Ачасене фестивале хутшăнма В.Н.Петров, Л.Г.Галкина, П.В.Родионов вĕрентекенсем хатĕрленĕ. Пĕрлехи çитĕнỹ чăннипех те савăнтарать.

П.РОДИОНОВ.

Источник: "Каçал Ен"