Раççейри чи лайăх шкулсен ТОП-500, ялсенчи чи лайăх шкулсен ТОП-200 йышне палăртасси йăлана кĕчĕ. Рейтинга Раççей Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви пулăшнипе Мускаври математика вĕрентĕвĕн центрĕ йĕркелет. Кунашкал тĕпчев кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртнĕ. Хаклавра тăххăрмĕш классен патшалăх тĕп экзаменĕсен кăтартăвĕсене, олимпиадăра çĕнтернисен йышне, пуçламăш классен вĕренÿ кăтартăвĕсене тĕпе хунă. Юлашкинчен асăнни иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 4-мĕшсем Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене çырнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Ялсенчи чи лайăх шкулсен йышне кăçал пирĕн республикăри 8 шкул кĕнĕ. Комсомольскинчи 1-мĕш шкул рейтингра — пĕрремĕш хут. Мĕнлерех пурăнать кăнтăр енчи район центрĕнче вырнаçнă пĕлÿ çурчĕ? Тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе çула тухрăмăр.
Çирĕп йăласене пăхăнса
Пысăк çитĕнÿ пĕр кунра пулмасть. Çакăн патне нумай çул утмалла. Раççейре чи лайăххисен шутне кĕнĕ вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем хăйсем те нумаях пулмасть Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулсан çитĕнÿ тăвасси пĕлÿ çуртĕнче çирĕпленнĕ йĕркерен чылай килнине палăртрĕç.
Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул кĕçех 160 çул тултарать. Аслă Каçалти прихут шкулĕ пулнă вăл малтанах. Вăтам шкул статусне вара 1938 çулта илнĕ. Пĕрремĕш выпускниксенчен чылайăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан фронта кайнă. Çав йышра — Совет Союзĕн Геройĕ Константин Антонов та.
1941 çултанпа пĕлÿ çуртĕнчен 6 пин ытла яшпа хĕр вĕренсе тухнă. Вĕсен йышĕнче — патшалăх деятелĕсем, наука ĕçченĕсем, спортсменсем, артистсем, поэтсемпе çыравçăсем, тĕрлĕ производствăра хисепе тивĕçнисем. Вĕсен ят-сумĕпе шкул чысĕ уйрăлми тачă çыхăннă. Пуян историн тĕрлĕ страницинче шкул вăл е ку енĕпе республика, Раççей шайĕнче палăрнине вуласа пĕлме пулать. Акă кăçал 483 ачана, 40 яхăн педагога пĕрлештерекен шкул ТОП-200 рейтинга кĕни те унăн кун-çул кĕнекине ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлĕ.
90 балран ытла пухнисем те пур
Пысăк çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ çапах та пурах-тăр. Ăна уçса пама шкул ертÿçинчен /çак должноçа 2014 çулхи раштав уйăхĕнче йышăннă/ Георгий Перьевран ыйтрăмăр.
— Пĕр енчен, ку пирĕн коллектившăн кĕтмен хыпар пулчĕ. Рейтинга лекме ятарласа хатĕрленеймĕн, унăн критерийĕсем хăйнеевĕр. Çавăнпа уйрăм вăрттăнлăх çинчен калаçни вырăнсăр. Паллах, экспертсем шута илекен кăтартусем патне çитме витĕм кÿнĕ сăлтав темиçе те, — терĕ Георгий Митрофанович. — Сăмахран, ĕçтешсем кашни хăй мĕншĕн яваплине туйса вăй хуни, патшалăхăн тĕп экзаменĕсене ачасем тĕплĕн, тĕрĕслев çирĕп йĕркепе иртессе ăнланса хатĕрленни, олимпиадăсене хутшăнассипе вĕрентекен кăна мар, вĕренекен хăй те тимлĕ пулни, «шкул — вĕренекен — ашшĕ-амăшĕ» çыхăну çирĕппи — çакă йăлтах пĕлтерĕшлĕ. Тĕлĕнмелле пек туйăнĕ-и, тен — выпускниксене куçран вĕçертменнин, пушшех те — вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланса тăнин — хăйĕн ырă витĕмĕ пур. Тĕрлĕ вузра, çар училищисенче /сăмах май, шкул выпускникĕсен хушшинче — пулас 7 офицер/ вĕренекенсем тăван шкула килеççĕ, вĕсемпе тĕлпулусем йĕркелетпĕр. Шкул ачисен вĕсене итленĕ майăн вăл е ку вĕренÿ заведенине хăйсен те кайма ĕмĕт çуралать те — пĕлÿ енне ытларах туртăнма пуçлаççĕ.
2015-2016 вĕренÿ çулĕнче вунпĕрмĕш класран 19 ача вĕренсе тухнă, çав йышран 8-ăшĕ — ылтăн медальпе. Хальхи вăхăтра тăваттăн — республика тулашĕнчи сумлă заведенисенче, саккăрăшĕ Чăваш Енри аслă шкулта аслă пĕлÿ илеççĕ. Пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр пурте аван тухнă. Виçĕ çамрăк экзаменсенче 90 ытла балл пухнă. Анна Таборкинăн вырăс чĕлхипе тата литературипе тĕрĕслев ĕçĕ — 96 баллăх.
Вĕренсе тухнисем çинчен сăмах пуçартăмăр пулсан пĕлтĕрхи тăххăрмĕшсем пирки те каласа хăвармалла. Патшалăхăн тĕп экзаменĕсене тĕрĕс-тĕкел тытса вуннăмĕш класа тăван шкултах юлнă. Çакă, шкул ертÿлĕхĕн сăмахĕпе, вĕрентÿ пахалăхĕ пысăккине систерет: эппин, пулас выпускниксем хăйсене кунта шанчăклă алăра тесе шухăшлаççĕ.
— Хальхи вăхăтра шкулти вуннăмĕш класа пулас профессипе тарăнрах пĕлÿ илес текен ачасем кăна килеççĕ. Аслă классенче — профиль вĕренÿ-çке. Вĕренекенсене хăш енĕпе ытларах пĕлÿ памаллине ашшĕ-амăшĕпе канашласа татса паратпăр. Паянхи кун пирĕн шкул социаллă экономика профильне тытса пырать. Ăна, паллах, ăнсăртран суйламан эпир — техника-пурлăх базине, кирлĕ квалификаципе вĕрентекенсем пуррине шута илнĕ, — лару-тăрăва уçăмлатрĕ Георгий Митрофанович.
Палăртрăмăр-ха: Раççейри чи лайăх шкулсен рейтингне йĕркеленĕ чухне вĕренекенсен олимпиадăсенчи хастарлăхне, шкулсенче хушма пĕлÿ памалли занятисем валли кирлĕ условисем хатĕрленине те шута илнĕ. Шкул директорĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ Елена Свинина палăртнă тăрăх — ачасем предмет олимпиадисене çултан-çул пуçаруллăрах хутшăнаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи кăтартусене 2014-2015 вĕренÿ çулĕнчисемпе танлаштарсан çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышĕ икĕ хут ÿсни палăрать. Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен регионри тапхăрĕнче Анна Таборкинăпа /вырăс чĕлхипе литератури/ Людмила Карсакова /чăваш литератури/ малти вырăнсене йышăннă. Çакăнта вĕсене вĕрентсе хатĕрленĕ педагогсен Зоя Черновăпа Светлана Жуковăн тÿпи пысăкки куçкĕрет.
Ăсталăх лаççи — пурин валли те
Педагогсем тенĕрен, кирек хăш шкулăн çитĕнĕвĕ те уйрăм çынсен маттурлăхĕпе çыхăннине йышăнмаллах. Телее, Каçал тăрăхĕнчи чи ватă шкулсенчен пĕри ун пек вĕрентекенсемпе пуян. Аслă категориллисем кăна — 20 учитель! Пĕрремĕш категорие тÿрре кăларнисем — 12-ĕн. Раççей шайĕнчи наградăпа чысланисен списокĕ самаях сумлă: Л.Глинкина, Р.Свистунова, З.Чернова, Е.Свинина, Н.Сереброва, Е.Пушкарева. Вĕсем çамрăк вĕрентекенсене хăйсем пухнă опыта хăнăхтарса пыни — пархатарлă ĕç.
Шкулти педагог — предмет вĕрентекенĕ кăна мар, ачана çут çанталăк панă пултарулăха уçма, ăсталăха аталантарма пулăшакан та, воспитатель те. Шкулта тĕрлĕ кружок, секци ăнăçлă ĕçлет. Вĕсенчен пĕри пирĕншĕн, журналистсемшĕн, уйрăмах çывăх. Сăмахăм — «Шкул калемĕ» ушкăн çинчен. Çырас пултарулăха аталантарас кăмăллисем чăмăртаннă кружока чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Владимир Гордеев ертсе пырать. Ушкăн тăрăшнипе, информатика вĕрентекенĕ П.Родионов пулăшса пынипе «Шкул хыпарĕсем» хаçат тухса тăрать.
— Пирĕн волонтерсем те хастар, — воспитани тĕллевĕсем аван пурнăçланса пынине палăртрĕ Н.Атласкин, директор заместителĕ. — Тĕслĕхрен, пирус туртассине хирĕç мĕн тĕрлĕ акцие кăна хутшăнмаççĕ-ши! Чĕнсе калакан плакатсемпе район центрĕнче кăна мар, тĕрлĕ организацире пулаççĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма ыйтакан калаçусем йĕркелеççĕ. Обществăшăн кирлĕ ĕç тунине кура пуçаруллăскерсене республикăра та, Раççей шайĕнче те наградăсемпе хавхалантарнă.
Сывă пурнăç йĕркипе тачă çыхăнни — спорт. Асăннă шкулта вăл яланах сумлă вырăнта пулнă. 2015-2016 вĕренÿ çулĕнче районти вĕренÿ учрежденийĕсен хушшинче иртекен спартакиадăра кубока Комсомольскинчи 1-мĕш шкул çĕнсе илнĕ. Спортзала тĕплĕ юсанă, ÿт-пĕве пиçĕхтерме условисем тата та лайăхланнă май кăçалхи вĕренÿ çулĕнче те ăнăçу кĕттермĕ-и тен? Директор каланă тăрăх — вăтам тата аслă ÿсĕмрисем валли спорт хатĕрĕ — 20 пин тенкĕлĕх, пуçламăш классем валли 12 пин тенкĕлĕх туяннă. Спортзалра иртен пуçласа каçченех çын татăлмасть.
Малалла талпăнакан çын кирек мĕнле тумхахлă çулпа та утса тухаять. Çакăн пек шухăшпа пурăнаççĕ те Каçал хутлăхĕнче вырнаçнă Раççейри чи лайăх шкулсенчен пĕринче.
Ирина ПУШКИНА