Конкурса пĕтĕмлетнĕ

Ĕç çыннин çулталăкне халалласа районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче "Ĕç çыннине мухтатпăр" презентаци тата "Манăн аттепе аннен профессийĕ" сăнỹкерчĕксен конкурсне йĕркелерĕмĕр. Конкурса вĕренекенсене тĕрлĕ ĕçе явăçтарас, çамрăксене профессисемпе паллаштарас, вĕсене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе ирттертĕмĕр.

"Ĕç çыннине мухтатпăр" презентаци конкурсĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Валерия Ефремова ĕçĕ чи лайăххи тесе йышăнтăмăр. Çак шкултах пĕлỹ пухакан Юля Львова тата Ульяна Рыжова ĕçĕсем - иккĕмĕш вырăнта. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Настя Афанасьева, районти ача-пăча библиотеки - виççĕмĕш вырăнта. Ачасем хăйсен ĕçĕсенче аслашшĕсемпе кукамăшĕсемпе мухтаннине, вĕсем ĕçчен те хисеплĕ пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă.

"Манăн аттепе аннен профессийĕ" сăнỹкерчĕксен конкурсĕнче çĕнтерỹçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Вĕренекенсем нумай ĕç хатĕрленĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Миша Иванов, Лидия Тарасова, Ваня Сергеев - пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Лиза Зайцева сăнỹкерчĕкне те иккĕмĕш вырăнпа хакларăмăр. Антон Поляков (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Павел Павлов, Илона Дмитриева (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) ĕçĕсем - виççĕмĕш вырăнта.

А.ПОЛЯКОВА.

Источник: "Каçал Ен"