Право сехечĕ иртнĕ

 Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăн ĕçченĕсем Елена Хораськинапа Светлана Григорьева право сехечĕ ирттернĕ. "Премудрости Фемиды" ятлă мероприятие Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 7-8-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем хутшăннă.

Библиотекарьсем вĕренекенсене ачасен прависемпе, общество умĕнчи яваплăхĕпе паллаштарнă, саккуна пăсни мĕн патне илсе çитерме пултарнине пĕлтернĕ. Çавăнпа пĕрлех пухăннисем "Преступленисем", "Право картлашки", "Юридици консультацийĕ" вăйă-конкурссене те хаваспах хутшăннă. Асăннă вăйăсенче ачасем ăс-тăнне, тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене мĕнлерех тыткалама пултарнине кăтартса панă.

Мероприяти иртнĕ вăхăтра шкул ачисем право культури пирки тулли информаци илнĕ. Халĕ вĕсем пурнăçра хăйсен прависене пурнăçа кĕртме пултараççĕ, мĕншĕн явап-лă пулнине те пĕлеççĕ. Унсăр пуçне кашниех "Фемида - Богиня правосудия" буклетлă та пулнă.

(ХАМĂР ИНФ.). 

Источник: "Каçал Ен"